08:35 28 декабря 2015 г.
Иртнĕ эрнекун Шупашкар районĕнчи «Волжские зори» санаторире Чăваш Республикинчи Журналистсен пĕрлĕхĕн XVIIIсъезчĕ пулса иртнĕ. Унта Журналистсен Елчĕк районĕнчи организацийĕнчен «Елчĕк ен» хаçатăн тĕп редакторĕ Николай Алексеев, ялхуçалăх пайĕн редакторĕ Светлана Архипова, журналистика ветеранĕ Анатолий Тимофеев хутшăннă.
Съездра «Чăваш Республикинчи Журналистсен пĕрлĕхĕ» регионти общество организацийĕн 2010-2015 çулсенчи ĕçĕ-хĕлĕ тата малашнехи çулсенчи тĕллевĕсем çинчен ЧР Журналистсен пĕрлĕхĕн председателĕ Валерий Комиссаров доклад туса панă.
Съезд правленин пилĕк çулхи тапхăрти ĕçне вăтам хак панă. Чăваш Республикинчи Журналистсен пĕрлехне малашне ертсе пыма Валерий Комиссарова хăйнех суйланă. Правленипе ревизи комиссине çирĕплетнĕ. Çак йышра Журналистсен Елчĕк районĕнчи организацийнчен делегат пулса хутшăннă Светлана Архипова та пур.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»