Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Яваплăха туйсан инкек пулмĕ

10:06 23 декабря 2015 г.

Тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертÿçисемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе анлă канашлу ирттернĕ.

Канашлăва пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн полицин Елчĕк районĕнчи пайĕн çĕнĕ ертÿçи-пе - Игорь Анатольевич Михайловпа паллаштарчĕ, ăна йĕркелĕх сыхлавĕнче ăнăçусем сунчĕ.

Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем çывхарса пыраççĕ. Çак тапхăрта хăрушсăрлăх теми питĕ çивĕч тăрать. Çавăнпа канашлура вăл тĕп вырăнта пулчĕ.

Пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕн ертÿçи Александр Сайкин хăйĕн калаçăвĕнче декабрĕн 18-мĕшĕ тĕлне районта 15 пушар тухнине асăнчĕ. Вăл пĕлтĕрхинчен 3 тĕслĕх сахалрах пулнине палăртрĕ, анчах çакă лăпланса лармалла тенине пĕлтермест. Инкексем ытларах пурăнакан çуртсенче пулнă - 13 пушар. 2-шĕ вара автотранспорт хатĕрĕсене сиенленĕ.

Вут-çулăм ан алхастăр тесе хальхи вăхăтра районта «Пурăнмалли çурт-йĕр» тата «Çĕнĕ çул» профилактика мероприятийĕсем ирттереççĕ. Районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче тата ача-пăча сачĕсенче Çĕнĕ çул уявне ирттерекен вырăнсене тĕрĕсленĕ, ертÿçĕсемпе инструктажсем йĕркеленĕ. Çавăн пекех культура учрежденийĕсене тĕрĕслессине те çак кунсенче вĕçлеççĕ. Александр Сайкин учрежденисен ертÿçисене, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене уявсем вăхăтĕнче яваплă çынсене палăртма, дежурствăсем йĕркелеме, инкек сиксе тухсан çынсене эвакуацилемелли плансене çĕнĕрен пăхса тухма, пушар хÿтĕлевĕн автоматлă тытăмне тĕрĕслеме, шывпа тивĕçтермелли вырăнсене палăртма кирлине, телефон çыхăнăвне йĕркелемеллине палăртрĕ. Уявсем вăхăтĕнче пÿлĕмсенче пиротехника хатĕрĕсемпе пачах усă курмалла марри çинчен те аса илтерчĕ.

Пушар хуралĕн Елчĕкри чаçĕн ертÿçи Василий Григорьев уявсем вăхăтĕнче пушарпа çăлав служби вăйлатнă режимпа ĕçленине пĕлтерчĕ. Çапах та çак тапхăрта пушар сÿнтерекен машинăсене бензинпа туллин тивĕçтересси çине пысăк тимлĕх уйăрма кирли тĕп вырăнта пулмалла.

Полицин районти пайĕн ертÿçи И.Михайлов ертÿçĕсемпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем уяв мероприятийĕсене йĕркеленĕ чухне яваплă çынсене çирĕплетмелли, право йĕркисене пăсассине хирĕç пĕрле кĕрешме кирли çинчен чарăнса тăчĕ.

Канашлăва вĕçленĕ май, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин кашни çын яваплăха туйсан çеç Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсенче инкек пулмасса шанса тăнине палăртрĕ.

АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика