09:18 09 декабря 2015 г.
З.САЛАХУТДИНОВ, Сăрьелĕнчи культура çурчĕн директорĕ, районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕ:
- Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырура тĕп темăсене - демографи лару-тăрăвĕнчен пуçласа вăйлă, никама пăхăнман çĕршыв туса хурасси, терроризмпа кĕрешнинчен пуçласа коррупцие пĕтерсе лартасси таран - хускатнă. Владимир Путин культура çитĕнĕвĕсем пирки те чарăнса тăнă. Раççей вăйĕ пĕтĕм халăхăн ирĕклĕ аталанăвĕнче, нумай енлĕхĕнче, килĕшĕвĕпе культуринче, пирĕн йăла-йĕркесенче, пĕр-пĕрне хисепленинче, православи, мăсăльман тата ытти тĕнсене тытса пыракансем пĕр чĕлхе тупса пурăннинче пулнине уççăн палăртнă Çырура.
Чăваш Енре 33 наци культура пĕрлĕхĕ чăмăртаннă. Пирĕн районта та тĕрлĕ халăх çынни килĕштерсе пурăнать. Эпир, тутарсем, хамăр пурăнакан республикăн чĕлхине лайăх пĕлетпĕр, унпах калаçатпăр. Ĕмĕр-ĕмĕр тытса пырасчĕ нацисемпе тĕрлĕ тĕнпе пурăнакансем хушшинчи çураçулăха.
Э.СМИРНОВА, Елчĕкри ача-пăча пултарулăх çурчĕн директорĕ, пилĕк ача амăшĕ:
- Раççей Президенчĕ В.В.Путин Федераци Пухăвне янă хăйĕн черетлĕ 12-мĕш Çырăвĕнче çĕршыври çынсене кулленхи пурнăçра канăçсăрлантаракан чылай ыйтусене çĕклерĕ. Мана ытларах ачасен пултарулăхне аталантарма, çĕнĕ шкулсем çĕклеме, киввисене юсама чĕнсе калани килĕшрĕ. Çĕршыв Президенчĕ çитес çулах çак ĕçсене пурнăçлама федераци бюджетĕнчен 50 млрд тенкĕ таран уйăрма йышăннине пĕлтерчĕ. Районти вĕренÿ учрежденийĕсенче çитĕнекен ăрăвăн кăмăл-сипетне, ăс-хакăлне пуянлатма, пĕлĕвне ÿстерме пулăшакан кружоксем, пĕрлĕхсем ĕçлеççĕ.
Çырури тепĕр самант та - амăшĕн капиталне тата икĕ çуллăха тăсма йышăнни çамрăк çемьесене хавхалану кÿресси иккĕлентермест.
Г.УФУКОВА, районти тĕп больницăри тĕп тухтăрăн çумĕ, районти ачасен правине хÿтĕлекен уполномоченнăй:
- Амăшĕн капиталĕн программине сахалтан та икĕ çуллăха тăсма палăртнине алă çупсах йышăнтăм. Апла пулсан районта ачасен йышĕ ÿсĕ, çамрăк çемьесене пысăк пулăшу вăл.
Çавăн пекех Çырура палăртнă тĕллевсенчен пĕри - граждансене социаллă хÿтлĕхлĕ тăвасси. Раççейре пурăнакансен вăтам çулĕ юлашки вунăçуллăхра ÿсни кăмăла çĕклет. Çак тĕслĕхсем пурте çĕршыв ертÿлĕхĕ çитĕнекен ăрушăн - пирĕн патшалăх тĕрекĕн пуласлăхĕшĕн тăрăшнине ÿсĕмлĕн çирĕплетеççĕ.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»