Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Владимир ПУТИН: Малалла пĕрле утăпăр, пĕрле çитĕнÿ тăвăпăр

11:14 05 декабря 2015 г.

Декабрĕн 3-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне çуллен яракан Çырупа паллаштарнă. Ăна итлеме Федераци Канашĕн членĕсем, Патшалăх Думин депутачĕсем, Раççей правительствин членĕсем, кĕпĕрнаттăрсен корпусĕ, регионсен саккунсем кăларакан пухăвĕсен ертÿçисем, общество членĕсем, тĕрлĕ тĕн конфессийĕсен, массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем тата ыттисем - пĕтĕмпе пĕр пин çын ытла - хутшăннă. Патшалăх Пуçлăхĕ çĕршывăн хальхи пурнăçне хакланă, малашнехи тĕллевсене уççăн палăртнă. Çырури тĕп темăсем - терроризмпа, коррупципе кĕрешесси, Раççей экономикинчи лару-тăру.

Кăçал Çыру Раççейĕн çĕнĕ историйĕнче 22-мĕш хут, Владимир Путиншăн 12-мĕш хут пулнă.

Хăйĕн Çырăвне Раççей Президенчĕ терроризм хăрушлăхĕпе çыхăннă темăран, террористсене пула пурнăçĕ татăлнă салтаксене, Раççей гражданĕсене асăнса пĕр минут шăп тăма ыйтнинчен пуçланă.

Терроризм хăрушлăхне хакланă май, Раççей Президенчĕ Раççей пĕтĕм тĕнчери терроризмпа кĕрешме иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче пуçланине, ăна пĕр çĕршыв вăйĕпе кăна çĕнтерме май çуккине, кунта террористсене хирĕç пĕрлехи фронт йĕркелеме кирлине палăртнă - вăл ООН ялавĕ айĕнче пулмалла. Владимир Путин Сири влаçĕсем ыйтнипе террористсене хирĕç çар операцийĕ ирттерни, Турци влаçĕсен киревсĕр ĕç-хĕлĕ пирки те чарăнса тăнă.

Çырăвăн тĕп пайне Раççей Президенчĕ çĕршыври лару-тăрăва халалланă. Президент шучĕпе, çитес çулхи суйлавсене таса та уççăн ирттермелле, коррупцине хирĕç кĕрешĕве вăйлатмалла. Экономикăри лару-тăрăва вăл çивĕч, анчах хăрушă мар тесе палăртнă. Ырă туртăмсем те палăраççĕ - промышленноç производстви, наци валютин курсĕ тĕлĕшпе тăнăçлăх йĕркеленнĕ, инфляци шайĕ чакать. Юлашки çулсенче ялхуçалăхĕ ăнăçлă аталанать. Анчах ку лăпланмаллине пĕлтермест - экономика тытăмне улăштарсан çеç çĕршыв умĕнче тăракан тĕллевсене пурнăçлама май пулĕ.

Кризиса пăхмасăр, Президент 2012 çулхи çу уйăхĕнче кăларнă Указсене пурнăçлас тĕлĕшпе тимлĕх уйăрма ыйтнă. «Эпир демографи, вĕренÿ, сывлăх сыхлавĕ енĕпе пысăк утăмсем турăмăр... Паллах, пурнăç тÿрлетÿсем кĕртет, анчах паянхи кăткăс лару-тăрура çынсен ырлăхĕпе çыхăннă яваплăх пушшех ÿсет», - пĕлтернĕ Владимир Путин. Вăл амăшĕн /çемье/ капиталĕн программине тепĕр икĕ çуллăха тăсма сĕннĕ, çĕнĕ шкулсем тума тата киввисене юсама çитес çул 50 млрд тенкĕ таран укçа-тенкĕ уйăрассине палăртнă.

Президент хăйĕн Çырăвĕнче экономика, право, тĕнчери хутшăнусем, социаллă политикăн облаçĕсенчи тĕрлĕ сĕнÿсем çинчен пĕлтернĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри правительство членĕсемшĕн те çĕнĕлĕх пулнă. Ахальтен мар ĕнтĕ пысăк технологиллĕ медпулăшу калăпăшне ÿстерме федераци бюджетĕнчен тÿрремĕнех укçа куçарасси çинчен пĕлтернине Çырăва итлеме пухăннисем алă çупса йышăннă.

Çырăва вĕçленĕ май, Владимир Путин çĕршывăн паллă ăсчахĕн Дмитрий Менделеевăн 100 çул каяллахи каларăшне - «Пире уйрăмшаррăн тÿрех пĕтереççĕ, пирĕн вăй пĕрлĕхре, хăюлăхра, çемьелĕх лăпкăлăхĕнче, пирĕн шалти пуянлăх ÿссе пынинче, мире юратнинче» - аса илтернĕ, Раççейĕн ăнăçлăхĕшĕн ĕçлеме кирлине пĕлтернĕ. «Эпир малалла пĕрле утăпăр, пĕрле çитĕнÿ тăвăпăр», - палăртнă Владимир Путин.

АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика