11:12 05 декабря 2015 г.
Чăваш Ен пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Путин Çырăвĕ пирки комментари панă май çапла палăртнă:
«Шалти тата тĕнче шайĕнчи политика ыйтăвĕсене пĕрремĕш плана кăларни ăнсăртран мар, ку тема Раççей гражданĕсене пурне те пăшăрхантарать. Пирĕн наци лидерĕ - Раççей Президенчĕ «мĕн тумаллине пĕлетпĕр» тени шанăç кÿрет.
Экономикăн чăн секторĕн, ялхуçалăхĕн аталанăвĕн, импорта хамăрăн продукципе улăштармалли программăна пурнăçлассин тĕллевĕсене уçăмлă палăртнă. Пирĕн тĕп тĕллев - потребительсен рынокĕнче хамăр çĕршывра туса кăларакан таварсем, хамăрăн предпринимательсен, бизнесменсен продукцийĕ ытларах пулмалла. Пĕр енчен, пире санкцисемпе хĕстересшĕн, анчах тепĕр енчен, çакă Раççейри мĕнпур производительшĕн çĕнĕ майсем уçнине ăнланатпăр.
Социаллă сферăра та - вĕрентÿре, сывлăх сыхлавĕнче - мĕнпур ыйтăва татса парăпăр. Шкулсем тăвăпăр, çак тĕллевсем валли 2016 çултах федераци укçине уйăрĕç. Чăваш Ен ĕçе хатĕр, федераци программине хутшăнăпăр.
Сывлăх сыхлавне илес-тĕк... Чăваш Енре 100 фельдшерпа акушер пунктне хута янă. Шантарнă пекех тата 50 ФАП тăвăпăр.
Раççей Президенчĕ Владимир Путин палăртнă тĕллевсем пире пурнăç пахалăхне лайăхлатмалли хушма инструментсем шырама хавхалантараççĕ».
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»