14:51 25 ноября 2015 г.
Мухтавлă ентешĕмĕр ĕмĕрех асра
85 çул каялла килнĕ çут тĕнчене пирĕн мухтавлă ентешĕмĕр, Чăваш Енĕн пĕрремĕш олимпиецĕ Ардалион Игнатьев. Çак паллă пулăма халалласа районта тĕрлĕ мероприяти иртнĕ.
Районта октябрĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 24-мĕшĕччен «Ял вăййисенчен пуçласа Олимпиадăна çити» уйăхлăх иртрĕ. Олимп вăййисене чăваш çамрăкĕсенчен пĕрремĕш хутшăннă, Олимпиадăн бронза медальне çĕнсе илнĕ СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерне, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, 15 хут СССР чемпионне, 16 хут СССР рекордсменне Ардалион Васильевич Игнатьева халалласа шкулсенче, библиотекăсенче, культура çурчĕсенче тĕрлĕ конкурссем, вулакансен конференцийĕсем, кĕнеке куравĕсем, викторинăсем, тематика каçĕсем, тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсем иртрĕç. Мероприятисене районта пурăнакансем - шкул ачисенчен пуçласа пенси çулĕпе пыракан кашни çынах хутшăнма тăрăшрĕç.
Чăваш ятне пĕрремĕш хут тĕнче шайне çĕкленĕ Ардалион Игнатьев мухтава тивĕç. Çакна палăртрĕç те ĕнтĕ паллă олимпиец пĕтернĕ Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта иртнĕ савăнăçлă ларăва хутшăннисем.
Тăван çĕршывăн наградисене - Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав тата «Хисеп Палли» орденсене тивĕçнĕ Ардалион Игнатьев олимпиеца халалланă ÿкерчĕксен куравĕпе паллашма кăмăллă пулчĕ. Унта паллă çăмăл атлетăн кун-çулне сăнлакан ÿкерчĕксем сахал мар. Куравпа паллашакансем шкулти çиччĕмĕш класра вĕренекен Карина Сивковăпа Диана Трофимова, пиллĕкмĕш класри Анастасия Архилина ăсталанă ÿкерчĕксем патĕнче чылай тытăнса тăчĕç. Вĕсенче Ардалион Игнатьевăн спортри ăнтăлăвне, тĕллевĕсене туллин уçса панă. Курава хутшăннă ытти вĕренекенсем те хăйсен ÿкерчĕкĕсене спортпа çыхăнтарнă.
Районти тĕп библиотека ĕçченĕсем кĕнекесен «Олимп тÿпинче: Ардалион Игнатьев» куравне йĕркелесе пирĕн ентешĕмĕрĕн спортри çитĕнĕвĕсене туллин уçса панă. Кунта куракансем Ардалион Игнатьевăн «Пурнăçланнă ĕмĕт», «Путь к вершинам мастерства», «Вĕлкĕштĕр Олимп ялавĕ» кĕнекисемпе, паллă спортсмен канашĕсемпе паллашма пултарчĕç. Çавăн пекех Ардалион Игнатьев çинчен ытларах пĕлме пирĕн ентеш, Лаш Таяпара çуралса ÿснĕ Петр Сидоровăн (Лаштай) «Олимп çулĕ такăр мар» кĕнеки те нумай пулăшрĕ. «Старт за околицей. Финиш с рекордом», «Чувашская спортивная энциклопедия» тата ытти кĕнекесенче, районти «Елчĕк ен» хаçатра пичетленнĕ материалсенче те паллă олимпиец, республикăри ытти спортсменсен кун-çулĕпе туллин паллашма май пулчĕ. М.Юрьевăн 1956 çулта кун çути курнă «Европа чемпионĕ» кĕнекере республика хăйĕн пĕрремĕш чемпионĕ çинчен пĕлме пултарнă. Çак кĕнекесемпе малашне те районти тĕп библиотекăра паллашма пулать.
Ардалион Васильевич Игнатьева халалланă тĕп мероприяти Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн акт залĕнче иртрĕ. Чăваш Енĕн, районăн спорт кун-çулĕнче хăйĕн ятне ылтăн саспаллисемпе çырнă олимпиец çинчен район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертÿçи Леонард Левый ырăпа аса илчĕ. «Эпĕ шкулта вĕреннĕ чухнех, Зоя Муратова ?Краснова/ педагог ертсе пынипе, тĕрлĕ спорт мероприятийĕсене хутшăннă, - палăртрĕ вăл. - Уйрăмах Ардалион Васильевич Игнатьев призĕсемшĕн ирттернĕ ăмăртусем асра. Тен, эпĕ пĕчĕкрех пулнăран, вăл Улăп пекех туйăнатчĕ. Каярахпа, комсомол органĕнче ĕçленĕ чухне, Ардалион Игнатьевпа лайăхрах паллашрăм. Вăл шутсăр кăмăллă çынччĕ, хăйĕн спортри çитĕнĕвĕсемпе мăнаçланмастчĕ. Елчĕк ен çыннисем хăйсен мухтавлă ентешне манмаççĕ, çамрăк спортсменсем унăн ырă тĕслĕхĕпе хавхаланса спортри чи çÿллĕ тÿпене хăпарма тăрăшаççĕ».
«Ачасемпе çамрăксен А.В.Игнатьев ячĕллĕ «Улăп» спорт шкулĕ» автономи учрежденийĕн директорĕ Роберт Григорьев спорт шкулĕ паллă олимпиец ячĕпе хисепленни çамрăк спортсменсемшĕн чыс пулнине, çавăн пекех яваплăха туйма хистенине палăртрĕ. Районти çамрăксемшĕн камран ырă тĕслĕх илмелли пур - çакă пысăк результатсем патне илсе пырать те.
Легендарлă çăмăл атлет пирки Кĕçĕн Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул учителĕ Михаил Скворцов, Ардалион Игнатьевăн иккĕмĕш сыпăкри шăллĕ Валерий Игнатьев та ырăпа çеç аса илчĕç.
«Пысăк тете ?Ардалион Игнатьева шăллĕсем çапла чĕннĕ/ яла килсен нихăçан та тăванĕсемпе курнăçмасăр кайман, - палăртрĕ Валерий Игнатьев. - Вăл спортри çитĕнĕвĕсемпе мухтанма юратман. Хăйне ахаль çын пек тытатчĕ, кăмăллăн шÿтлетчĕ. Тĕлĕнмелле лайăх çын пулнă вăл».
Савăнăçлă ларура районти библиотекăсен централизациленĕ тытăмĕн директорĕ Людмила Зайцева районти «Елчĕк ен» хаçатпа пĕрле ирттернĕ «А.В.Игнатьева эсир пĕлетĕр-и;» викторинăн итогĕсене пĕтĕмлетрĕ, çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе, хаклă парнесемпе чысларĕ. Елчĕкри вăтам шкулта тăххăрмĕш класра вĕренекен Андрей Данилов çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Чăваш Тăрăмĕнчи тĕп шкулти Ксения Королева, Елчĕкри вăтам шкулти Николай Петров йышăннă. Викторинăра çĕнтернĕ Андрей Данилов ăна йĕркелекенсене тав турĕ, ентеш спортсменсен çитĕнĕвĕсем вĕренÿре, спортра ăнăçусем тума пулăшнине, спортпа сывă пурнăç йĕрки çамрăксен хаваслă кăмăл палли пулнине палăртрĕ.
Уяв савăнăçлă ташă-юрăсăр пулмастех. Пухăннисене Елчĕкри вăтам, ачасен искусство шкулĕсенче вĕренекенсем, районти культурăн централизациленĕ тытăмĕн «Туслăх» фольклор ушкăнĕ савăк кĕвĕ-çĕмĕпе савăнтарчĕç.
Паллă олимпиецăн Ардалион Игнатьевăн уявне малалла спорт мероприятийĕсем тăсрĕç.
Чи малтанах Елчĕкри вăтам шкулти 6-мĕш классенче вĕренекенсем «Хаваслă старта» тухрĕç. Хăвăртлăх, çивĕчлĕх, вăй - çаксем тĕп вырăнта пулчĕç. Кунта «Кадетсем» команда палăрчĕ. Унтан «Туслăх» тата «Хăлха çакки» командăсем кăшт çеç каярах юлчĕç. Кашни команда тутлă призсене _ тортсене тивĕçрĕ. Çавăн пекех шывра ишме хăнăхакансем те бассейнра малтанхи уроксене илчĕç.
Чи кăсăкли - 2000 çулта çуралнă тата çамрăкрах арçын ачасем мини-футболла выляса мала тухассишĕн пынă ăмăрту. Чăваш Тăрăмĕнче çуралса ÿснĕ, ШĔМĕн ГИБДД ДПС инспекторне А.Малова асăнса ирттернĕ турнира шкулсенче вĕренекенсем активлă хутшăнаççĕ. Турнирăн малтанхи тапхăрĕнчи 17 командăран 5-шĕ финала тухнă. Кунта Елчĕкри шкулăн иккĕмĕш команди пуринчен те вăйлăрах пулчĕ. Çак шкулăн пĕрремĕш команди - иккĕмĕш, Хăвăлçырмасем - виççĕмĕш вырăнсенче. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене медальсемпе, грамотăсемпе чысларĕç.
Çак кун мини-футболла выляс енĕпе çитĕннисем хушшинче юлташла тĕлпулусем те иртрĕç.
А.КАРЛИН.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»