09:38 03 ноября 2015 г.
Хисеплĕ ентешсем!
Сире чĕререн Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе саламлатпăр!
Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ - пĕтĕм Раççей халăхне Тăван çĕршывăн пуян историйĕпе мăнаçланса пĕрлештерекен уяв. Эпир хамăр пĕрлĕхпе, патриотлă туйăмпа вăйлине ялан асра тытма тивĕçлĕ. Пĕтĕм вăй-халпа, тăрăшса тăван ене пур енлĕ аталаннă, таса та тирпейлĕ тăвассишĕн пĕрле кар тăрса ĕçлер.
Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, телей, ăнланулăх, килĕшÿлĕхпе тăнăç пурнăç сунатпăр.
Елчĕк район пуçлăхĕ П.А.Скворцов.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.П.Миллин
Яльчикский район Чувашской Республики
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»