Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Эпир тĕрĕс çул-йĕр суйласа илнĕ

14:28 11 сентября 2015 г.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕнчи субъектсен лидерĕсен хушшинчи рейтингĕ ÿссех пырать. Июль-август уйăхĕсенче, унăн позицийĕ тата 4 картлашкана хăпарнă, 21-мĕш вырăнпа танлашнă.

Районта пурăнакансем Михаил Игнатьев позицийĕ çирĕпленнине çапла хак параççĕ:

Юрий МЯСНИКОВ, «Рассвет» ялхуçалăх производство кооперативĕн председателĕ:

- Наци рейтингĕн кăтартăвĕсем тăрăх Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев хăйĕн позицине шанчăклăнах çирĕплетсе пырать. Республикăна килекен инвестицисен илĕртÿлĕхĕн пĕлтерĕшĕ пысăк пулни пирки калани ахаль сăмах мар. Инвестицисем - çĕнĕ ĕç вырăнĕсем, хальхи йышши технологисем, производсвăна техника тĕлĕшĕнчен çĕнетсе лайăхлатни... Республика тĕрĕс çул-йĕр суйласа илнин «çимĕçĕсем» пирĕн куç умĕнче - Чăваш Енре юлашки 5 çул хушшинче пĕлтерĕшлĕ инвестици проекчĕсене сахал мар ĕçе янă. Пирĕн республикăра чикĕ леш енчен инвестицисем хывакан паллă компанисем çирĕпленеççĕ.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Санкт Петербургра пулса иртнĕ тĕнчери Экономика форумĕнче Раççей Федерацийĕнчи субъектсенче инвестици лару-тăрăвĕ мĕнле шайра пулнине палăртакан наци рейтингĕн кăтартăвĕсем тăрăх Чăваш Ен лайăх регионсен йышĕнче пулнине асăнчĕ. Чăннипех, эпир шанчăклă çул-йĕрпе пыратпăр.

Александра АНИСИМОВА, ĕç ветеранĕ, Тÿскел ялĕ:

- Михаил Васильевич Игнатьев - Раççей субъекчĕсен чи лайăх ертÿçисенчен пĕри. Çакна вăл республикăра пурăнакансен пурнăçне лайăхлатассипе пурнăçланă пархатарлă нумай ĕçĕпе çирĕплетрĕ. Вăл Чăваш Ене ертсе пыма тытăннăранпа сахал мар ырă улшăнусем пулса иртрĕç: çĕнĕ шкулсемпе ача сачĕсем, сывлăх учрежденийĕсем, спорт тата культура объекчĕсем уçăлчĕç. 100 фельдшерапа акушер пункчĕ хута ямалли программăпа килĕшÿллĕн пирĕн районта анчах 6 ФАП хута кайрĕ. Çитес çул çакăн йышши сывлăх çурчĕсене тата 50 тума тĕллев илни те - ырă пуçару.

«Чăваш Республикинчи ĕç ветеранĕ» ята илмелли ĕç стажне 2,5 çул чакарасси çинчен Указ вăя кĕнĕренпе районта, республикăра нумай çын тĕрлĕ çăмăллăхсемпе усă курма тытăнни те Михаил Игнатьев тăрăшнипе пулчĕ.

АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика