11:32 25 июля 2015 г.
«Чувашия» ПТРК, Чăваш Ен наци телевиденийĕн, «Советская Чувашия» хаçатăн пĕрлехи проекчĕн - «Пирĕн республика. Тĕп тема» телепрограммăн улттăмĕш кăларăмĕн премьери эфира июлĕн 28-мĕшĕнче тухать.
Хальхинче тĕп ыйту - обществăлла транспорт. Телекуравçăсем республикăра пассажирсене авто тата авиатранспортпа турттарассине йĕркеленин вăрттăнлăхĕсемпе паллашаççĕ, тĕп хулари ертсе пыракан транспорт предприятийĕсенче пулаççĕ, Чăваш Енри пассажирсем турттаракан тытăмра чи лайăх ĕçлекенсемпе калаçаççĕ.
Отраслĕн паянхи пурнăçĕ, çитĕнĕвĕсем, çивĕч ыйтăвĕсем, малашлăхĕ çинчен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Леонид Никитин журналиста каласа парать.
«Пирĕн республика. Тĕп тема» телепрограммăн черетлĕ кăларăмне июлĕн 28-мĕшĕнче «Россия-24» телеканалăн республика эфирĕнче 19 сехет те 25 минутра, Чăваш Ен наци телевиденийĕпе 20 сехет те 30 минутра курма пулать.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»