15:46 07 июля 2015 г.
Сире пурсăра та Петрпа Феврония çветтуйсене аса илсе паллă тăвакан Çемье, юрату, тата шанчăклăх уявĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр!
Çемье - пурнăçри çирĕп тĕрев, унăн çирĕплĕхĕ вара - юратупа шанчăклăхра. Пирĕн пуласлăх та çемьесенче çуралать. Пĕр-пĕрне юратни, хисеплени тата ăнланса пурăнни çемье вучахне сỹнме памасть. Туслă, килĕштерсе пурăнакан çирĕп çемьере ĕç ăнса пырать, вĕсем мал ĕмĕтлĕ, теветкеллĕ, çапла майпа хăйсен ырă тĕслĕхĕпе ыттисене те хавхалантараççĕ.
Çемьесемшĕн питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ уяв кунĕ килĕшỹлĕхе упракан, çав вăхăтрах ачисене те тивĕçлĕ воспитани паракан, вĕсене çынсене хисеплеме тата юратма хăнăхтарса çитĕнтерекен ашшĕ-амăшне те тав сăмахĕ калатпăр. Уяв ячĕпе саламласа пурне те çирĕп сывлăх, ăнланулăх, юрату, телей сунатпăр. Çемье вучахĕ сире яланах хăйĕн ăшшипе ăшăтса тăтăр. Яланах телейлĕ, савăк кăмăл-туйăмлă пулăр! Сире кулленхи ĕçре ăнăçусем, çутă малашлăх, палăртнă тĕллевсене ăнăçлăн пурнăçа кĕртме ырлăхпа сывлăх сунатпăр.
Р.МОЛОДОВА,
район пуçлăхĕ.
Н.МИЛЛИН,
район администрацийĕн пуçлăхĕ.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»