16:33 26 мая 2015 г.
Сире професси уявĕпе - Пĕтĕм Раççейри библиотекăсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр!
Библиотекăсем пирĕн пурнăçра пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. Вĕсем ăс-хакăл пуянлăхне упраса хăварма, кашни çын патне кирлĕ информаци çитерме май параççĕ. Хальхи вăхăтра ялта библиотекăсен пĕлтерĕшĕ ÿсрĕ, вĕсем чăннипех те информаципе культура центрĕсем пулса тăчĕç.
Ĕçе чунтан парăннă библиотекарьсене пултарулăх вăй-халĕшĕн, пысăк профессионализмшăн, вулакансемпе кăмăллă та тимлĕ пулнăшăн тав тăватпăр. Çĕнĕ çитĕнÿсем тума, халăх хисепне тивĕçме çирĕп сывлăх, телей тата ырлăх сунатпăр.
Р.МОЛОДОВА,
район пуçлăхĕ.
Н.МИЛЛИН,
район администрацийĕн пуçлăхĕ.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»