11:25 23 мая 2015 г.
2015 çулхи иккĕмĕш çур çул валли хаçат-журнал çырăнтарас ĕç малалла пырать.
Çу уйăхĕн 14-23-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейри çырăнтару вунăкунлăхĕ пырать. Çак тапхăрта «Елчĕк ен» хаçата 334 тенкĕ те 74 пуспа çырăнтараççĕ.
Хисеплĕ туссем! Хаксем йÿнĕ чухне район хаçатне çырăнса юлăр. Ял çынни пус çумне пус хушса пурăнать. Эпир сире питĕ лайăх ăнланатпăр. Çавăнпа та тепĕр чухне 37 тенкĕ те 20 пус перекетлени те аван.
«Елчĕк ен» хаçат кашни çемьере пулсан - сирĕн çĕр тус-юлташ пулĕ, эсир район хыпарĕнчен пĕрре те тăрса юлмăр.
Васкăр, паянах почтальонсемпе тĕл пулăр, редакцине кĕрсе тухăр, «Чăвашпичет» киоскне çитсе килĕр, район хаçатне паян çырăнса юлăр.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»