10:33 20 мая 2015 г.
Граждан обществин аталанăвĕн фончĕн кĕпĕрнаттăрĕсен эффективлăхĕн черетлĕ рейтингне хатĕрленĕ. Унта ỹсĕм енĕпе топ-10 тата чакни енĕпе топ-10 палăртнă.
Экспертсен хаклавĕ тăрăх - регионăн тĕп макроэкономика кăтартăвĕсен ỹсĕмĕсен шучĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн позицийĕсене çирĕплетнĕ (+1).
Кăтартусене тишкернĕ май тĕпчевре çакна палăртнă: ỹсĕмĕн тĕп майĕсем - кризис условийĕсенче регионсен социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕнчи ăнăçусем, ютран кỹрсе килекен таварсене хамăрăннипе улăштарас çула тытса пыни, предпринимательсене çул уçса пани, Раççей Федерацийĕнчи субъектсенчи çивĕч ыйтăва (ишĕлекен, япăхса çитнĕ çурт-йĕр) татса парассинчи çитĕнỹсем.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»