17:35 07 мая 2015 г.
Республикăри массăллă информаци хатĕрĕсем - "Чувашия" ПТРК, Чăваш Ен Наци телерадиокомпанийĕ тата "Советская Чувашия" хаçат Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев хутшăннипе майăн 5-мĕшĕнче пулса иртнĕ "Пирĕн республика. Тĕп тема" телепрограмма эфира тухрĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хуçалăхсенче çуркуннехи ака ĕçĕсене пурнăçлама мĕнле хатĕрленнине Çĕрпỹ районĕнчи Чурачăк ялĕ çывăхĕнчи "ВДС" ялхуçалăх предприятийĕнчен пуçланă. Анатолий Федоров учредитель малтан республика Пуçлăхне нихăçан сухаланман çĕр лаптăкне кăтартнă. Улăп тăпри - пирĕн эрăчченхи 3-4-мĕш ĕмĕрсенчи. Чăваш Ен Пуçлăхĕ çак кăсăклă археологи объекчĕ пирки унчченех нумай илтнĕ, ăна йĕркене кĕртме сĕнỹ панă.
Механизаторсем яваплă ĕçе пикениччен яланах Улăп тăпри тĕлĕнче чарăнаççĕ, уй-хирти ĕçсене ăнăçлă вĕçлеме мăн асаттесенчен пулăшу ыйтаççĕ. Хăйсем те маххă памаççĕ. Малтанхи икĕ çулта ỹсен-тăран культурисене 500 гектар çитĕнтернĕ пулсан, халĕ вĕсем 4500 гектар çĕр лаптăкĕпе усă кураççĕ. Михаил Игнатьева çĕр ĕçченĕсем пĕр мухтанмасăр çĕнĕ йышши тракторсемпе тата акакан агрегатсемпе паллаштарнă. Анатолий Федоров парăмсем ăшне путнă "Броневик" колхоза çĕнĕ пурнăç панă. Пысăк тупăшпа ĕçлекен "ВДС" ялхуçалăх предприятийĕнче ĕçлекенсене хавхалантарассине тата пулăшассине малти вырăна хураççĕ. Пурăнмалли çурт-йĕр тăвакан е туянакан çынна процент шутламасăр 700 пин тенкĕ кивçен укçа параççĕ. Механизаторсене тата ытти ĕçченсене ялта тĕпленсе пурăнма хавхалантаракан лайăх мелсенчен пĕри çакă.
Михаил Игнатьев тĕлпулу ĕçне пĕтĕмлетнĕ май çапла каланă: "Чи кирли, тивĕçлĕ шалу тỹлекен ĕç вырăнĕ пулни. Ĕçрен пушă вăхăтра канма та пĕтĕм услови пур - спорткомплекс, стадион ĕçлет. Ял аталанать, апла пулсан çĕр ĕçне тата выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантармалли мĕнпур майсем çителĕклĕ".
Куç хăрать те алă тăвать
Канаш районĕнчи Янкăлч ялĕнчи Никоновсен ферми çĕр çинче ĕçлекен нумай çыншăн ырă тĕслĕх пулса тăрать. Валерий Михайлович тата унăн мăшăрĕ Вера Арсентьевна 2005 çулта выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме тытăннă. 2011 çулта хуçалăх мелĕпе 40 пуç выльăх вырнаçмалли ферма туса лартнă. 2014 çулта "Хресчен (фермер) хуçалăхĕн никĕсĕ çинче çемье фермисене аталантарасси" конкурса хутшăннă. Комисси вĕсем хатĕрленĕ проекта ырласа йышăннă, Никоновсем 5 миллион тенкĕлĕх грант çĕнсе илме пултарнă. Çак укçа-тенкĕпе усă курса ĕçчен çынсем кĕске вăхăтра çĕнĕ ферма çĕкленĕ.
- Сăвăнакан ĕнесен кĕтĕвне малашне тата ỹстерме палăртатпăр, малтанлăха вĕсен хисепне 100 пуçа çитермелле, - тесе каласа кăтартнă Никоновсем республика Пуçлăхне. - Ĕçе кирлĕ пек йĕркелесе пыратпăр, оборудовани кăлтăксăр ĕçлет, сĕте ăçта вырнаçтармалли те пур. Тыр-пул, выльăх апачлĕх культурăсем çитĕнтеретпĕр. Вĕсене акса хăварма тата пухса кĕртме пĕтĕм техника пур".
Михаил Игнатьев шучĕпе Никоновсен малашне ĕçе тухăçлă йĕркелесе пымалли майсем тата ытларах пулмалла. Кăçал чи кирли перекетлĕ пуласси - кредитсемпе вăхăтра татăлмалла.
Чăваш "Моцарелли" Италире туса кăларнинчен кая мар
Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Кипеç ялĕнче сĕте ĕçлесе хатĕрлекен завод пур. Кунта экологи тĕлĕшĕнчен таса продукт анчах туса кăлараççĕ. Завода ертсе пыракан Арменире çуралнă Вадим Агамирян çирĕп тĕллевлĕ. "Яланах малалла, хыçала çаврăнса пăхма намăс ан ан пултăр", - тет вăл.
"Изамбаевский" завод ăнăçлă ĕçленине çирĕплетекенни - кунта сыр пĕçерессине йĕркелесе яни. Çĕнĕ Кипеçре туса кăларакан чăкăт пахалăхĕпе илсен Италире туса кăларнă "Моцарелла" сортлă чăкăтран пĕрре те кая мар пулнине çирĕплетнĕ. Çав вăхăтрах унăн хакĕ те тивĕçтермелли.
Михаил Игнатьев унта пулнă май ĕç тата йăла условийĕсемпе паллашнă. Евгения Соколова оператор республика Пуçлăхне пĕрле апатланма чĕннĕ. Кунта ĕçлекенсене кăнтăрла апатланма паракан пĕр талон хакĕ те 20 тенкĕ анчах, вырăнта туса кăларакан продуктсене - чăкăтпа çăва тата чейе сĕтел çине тỹлевсĕрех лартса параççĕ. "Çакăн пек ĕç вырăнĕ пурришĕн савăнмалăх пур. Килти пек тутлă пĕçерме те пĕлеççĕ", - тенĕ Михаил Игнатьев.
Кĕçех кунта çĕнĕ производство çурчĕсене тума тытăнмалла, ун чухне "Изамбаевский" сĕт-çу заводĕнче çĕнĕ ĕç вырăнĕсене уçма палăртаççĕ.
Инвесторсем хамăрăн пулмалла
Чăваш Республикинче панкрута тухнă предприятисене ура çине тăма пулăшасси юлашки çулсенче уйрăмах уçăмлăн палăрать. Укçа-тенкĕ çаврăнăшĕ çителĕксĕр пулнине кура 2012 çулхи сентябрьте çĕршывĕпе паллă пулнă Шупашкарти аш-какай комбиначĕн ĕçĕ-хĕлĕ те чарăнса ларнă. Çав çăмăл мар тапхăрта унăн хуçисем хăш çĕршывра рехетленсе пурăннине никам та пĕлмен. Михаил Игнатьев вара ĕçе парăннă, тăрăшуллă çынсене тупма пултарнă. 2014 çулхи декабрь уйăхĕнче Шупашкарти аш-какай комбинатĕнче "Агро-Инвест" предприяти аш-какай продукцине туса кăларакан пĕрремĕш линие ĕçе яма пултарнă. Заводăн генеральнăй директорĕ Сергей Михеев, ĕç тăвакан директор Ананий Платонов тата вĕсен ĕçтешĕсем 2017 çулта предприятие реконструкци тата модернизаци тăвассипе çĕнĕ инвестици проектне ĕçе кĕртме хатĕрленеççĕ.
"Советская Чувашия" хаçат корреспонденчĕ Раççей Ялхуçалăх министерствинче пулнă улшăнусем хыççăн малашнехи хутшăнусем мĕнле йĕркеленесси пирки кăсăкланнă. Михаил Игнатьев çапла хуравланă: "Федераци министерствипе пирĕн яланах ĕçлĕ хутшăнусем пулнă. Çĕнĕ министрпа - Александр Ткачевпа эпир нумаях пулмасть Шупашкарта иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт çĕршывĕ" форумра тĕл пултăмăр, лайăх паллашрăмăр. Яваплă должноçа çирĕплетнĕ ятпа эпĕ ăна саламларăм та. Вăл - аграрник, унăн ĕçĕнче ăнăçусем анчах пулĕç. Пирĕн те малашне яла аталантармалли майсем ытларах пулмалла".
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»