Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Хаклă ентешĕмĕрсем!

15:59 07 мая 2015 г.

Сире Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнĕ ятпа пĕтĕм чунтан саламлатăп!

Çак уяв пирĕн халăхăн виçесĕр паттăрлăхĕпе хастарлăхне, пысăк хăюлăхĕпе çирĕп чун хавалне тата вăл Тăван çĕршыва хĕрỹллĕн юратнине витĕмлĕн сăнарлакан çутăран та çутă символ пулса тăрать!

Чăваш Енре çуралса ỹснĕ 200 пин ытла çын вăрçă фрончĕсенче тăшмана хирĕç хастарлăн çапăçса Аслă Çĕнтерĕве çывхартма паха тỹпе хывнă. Вĕсен шутĕнче 66 Совет Союзĕн Геройĕ тата Мухтав орденĕн 11 тулли кавалерĕ. 106 пине яхăн ентеш каялла таврăнман - çапăçу хирĕнче пуçне хунă тата сурансене пула госпитальсенче вилнĕ.

Çĕршыва çапăçу хирĕнче хỹтĕленĕ тата вăрçă хыççăнхи ишĕлчĕкрен ура çине тăма пулăшнă çынсен шучĕ çулсерен чакса пырать. Паян Чăваш Енре пĕр пин çурăна яхăн вăрçă участникĕ тата 22 пин ытла тыл ĕçченĕ пурăнать. Вĕсенчен кашнинех кирлĕ пек тимлĕхпе пăхмалла тата власть органĕсемпе общество организацийĕсен, çывăх çыннисемпе тăванĕсен ырми-канми пулăшăвĕпе тивĕçтермелле.

Пирĕн республикăра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине халалланă асăну вырăнĕсемпе сооруженийĕсем 1100 ытла, çав шутра 500 ытла обелисксемпе мемориалсем, палăксемпе стелăсем, асăну паллисем. Çĕршывăмăрăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн хăйсен пурнăçне панă паттăрсен палăкĕсене юсаса çĕнетес ĕçе Чăваш Енре пурăнакан мĕнпур çыннăн хастар хутшăнмалла.

Ветерансене çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас, çамрăксен чунĕнче хамăрăн çĕршывпа мăнаçланас туйăма çирĕплетес тата унăн шăпишĕн яваплă пулнине ăша хывма пулăшас тĕлĕшпе тăвакан пархатарлă ĕçшĕн чĕререн тав тăватăп. Пирĕн çамрăксем çĕнтерỹçĕсен ăрăвне тивĕçлĕ пулса çитĕнесси, вĕсемшĕн вăрçă геройĕсен паттăрла ĕçĕсем яланах хăюлăхпа тỹсĕмлĕх, Тăван çĕршыва чунтан парăнса тăнин тĕслĕхĕ пуласси пирки пĕрре те иккĕленместĕп.

Пурне те çирĕп сывлăх, мĕнпур ыррине, тăнăçлăхпа юрату, шанчăк, телей тата ырлăх сунатăп!

М.ИГНАТЬЕВ,
Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика