Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин хаклă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсем!

15:56 07 мая 2015 г.

Сире аслă уяв - Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр!

Пире тăнăçлăх тата ирĕклĕх парнеленĕ паттăрсене майăн 9-мĕшĕнче çĕршыв 70-мĕш хут чыслать, çапăçу хирĕсенче пуç хунисене асăнать. Çитĕнекен ăру паттăрсен умĕнче ĕмĕр-ĕмĕр парăмра, ачисемпе мăнукĕсем вара вĕсен сăнарĕсене хăйсен чĕрисенче яланлăхах упрĕç.

Елчĕк районĕн ывăл-хĕрĕсем те фашизма тĕп тăвассинче пысăк тỹпе хывнă. Вĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин фрончĕсенче тăшманпа харсăррăн тата паттăррăн кĕрешнĕ.

Тылри хĕрарăмсем, ватăсемпе ачасем ырми-канми ĕçленĕ. Елчĕк енĕн ĕçчен те ырă кăмăллă халăхĕ мĕн пуррине пĕтĕмпех Аслă Çĕнтерỹ валли панă.

Пирĕн ветерансем - çирĕп чун-чĕреллĕ, иксĕлми вăй-халлă. Хăрушă тăшмана çĕнтернĕ хыççăн вĕсем мирлĕ вăхăтра тепĕр паттăрла ĕç тунă - кĕске вăхăтра çĕршыва ура çине тăратассишĕн ырми-канми вăй хунă. Анчах питех те шел, вĕсен йышĕ çулсерен чакса пырать. Çавна май вĕсен тĕлĕшĕпе яланах тимлĕ пулма кирлине манса каяс марччĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене тата районта пурăнакан мĕнпур çынна çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, телей, мирлĕ тỹпе сунатпăр, урăх нихăçан та вăрçă ан пултăр. Уяв ячĕпе! Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе!

Р.МОЛОДОВА,
район пуçлăхĕ.

Н.МИЛЛИН,
район администрацийĕн пуçлăхĕ.

АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика