10:28 06 мая 2015 г.
Барнаулта Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа Алтай крайĕн кĕпĕрнаттăрĕн Александр Карлинăн ĕçлĕ тĕлпулăвĕ иртнĕ. Унта регионсем килĕштерсе ĕçлесси мĕнлерех аталанса пырассине сỹтсе явнă. Александр Карлин Алтай крайĕпе Чăваш Ен хушшинчи тавар çаврăнăшĕ 500 млн яхăн тенкĕпе танлашнине, регионсем суту-илỹпе экономика, ăслăлăхпа техника тата гуманитари сферисенче вăрах вăхăтлăх партнер хутшăнăвĕсене йĕркеленине палăртнă. Тĕслĕхрен, "Алтай мотор завочĕ" АУО "Трактор завочĕсем" концерн йышне кĕрет, Шупашкарта кăларакан техника валли двигательсем хатĕрлет. Алтай крайĕн энергетикĕсене Чăваш Енри электротехника кластерĕн предприятийĕсен продукцийĕ питех те кирлĕ, çав вăхăтрах ЧР агропромышленноç комплексĕн организацийĕсем Алтай крайĕнчен тырăпа комбикорм туянаççĕ. А.Карлин çавăн пекех Алтай крайĕнче 140 наципе халăх пурăнни çинчен каласа кăтартнă. Столыпин реформисен тапхăрĕнче çак тăрăха çĕршер-çĕршер чăваш килсе тĕпленнĕ. Вĕсем паянхи кун та край территорийĕнче компактлă пурăнаççĕ, хăйсен тăван чĕлхипе культурине упраççĕ. "Алтай крайĕнче пурăнакан чăвашсем çĕре тата ун çинче ĕçлеме юратаççĕ. Сирĕн республикăра интереслĕ нумай проект пурнăçа кĕрет, сирĕн опытăрпа, уйрăммăн илсен пурăнмалли çурт-йĕр строительствинчипе, тĕплĕнрех паллашмалла", - тенĕ Алтай крайĕн кĕпĕрнаттăрĕ.
"Чăваш Енпе Алтай крайне çыхăнтараканни нумай, вĕсем икĕ регионшăн та ỹсĕм саманчĕсем пулма пултараççĕ. Пирĕн тĕлпулусем пĕр-пĕриншĕн усăллă çыхăнусене çирĕплетме тата ĕçтешлĕхе аталантарма çĕнĕ хăват хушасса шансах тăратăп. Эпир Алтай тăрăхне юрататпăр, сирĕнпе малашне те туслă тата ĕçлĕ çыхăнусем тытăпăр", - палăртнă Михаил Игнатьев.
Ĕçлĕ çулçỹрев вĕçленнĕ май Михаил Игнатьевпа Александр Карлин Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнине халалланă Пĕтĕм Раççейри "Çĕнтерỹ вăрманĕ" акцие хутшăннă.
Çав кунах Михаил Игнатьевпа Александр Карлин Алтайри В.С.Золотухин ячĕллĕ Çамрăксен театрне тата "Сибирь" концерт залне çитсе курнă.
ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служби.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»