08:54 30 апреля 2015 г.
Республикăра 3,8 пин ытла спорт сооруженийĕ ĕçлет. Çав шутра - 11 стадион, 66 бассейн, тăрăллă 3 каток. Кĕçех Шупашкарти 7,5 пин куракана йышăнма пултаракан Пăр кĕрменĕ хута каймалла.
Р.ГРИГОРЬЕВ,"Улăп" спорткомплекс директорĕ:
- "Пирĕн республика. Тĕп тема" ятпа медиапроект ĕçлеме пуçлани савăнăç кỹрет. Пирĕн республика рекордсменсемпе, Олимп пьедесталĕ çине çĕкленнĕ спортсменсемпе кăна мар, сывă пурнăç йĕркине суйласа илнисен йышĕ пысăк пулнипе те мăнаçланать. Елчĕк çĕрĕ те икĕ олимпиеца çитĕнтернĕ. Ытти тĕрлĕ шайри ăмăртусен чемпионĕсем те вуншар. Республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн указĕпе килĕшỹллĕн республикăра уйăхсерен Сывлăхпа спорт кунĕсем иртеççĕ. Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев халăх сывлăхĕшĕн тăрăшассине тĕп вырăна хуни пысăк пĕлтерĕшлĕ.
М.СКВОРЦОВ, Кĕçĕн Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти физкультура учителĕ:
- Республика çине-çинех сумлă спорт ăмăртăвĕсене йышăнать. Пĕлтĕрхи октябрьте Шупашкарта "Раççей - спорт çĕршывĕ" спорт форумĕ иртрĕ. Физкультурăпа спорт аталанăвĕ енĕпе ĕçлекен канаш ларăвне Раççей Президенчĕ Владимир Путин та хутшăнчĕ. Июнĕн 20-21-мĕшĕсенче республикăра каллех сумлă ăмăрту - çăмăл атлетсен чи сумлă турнирĕсенчен пĕри - Европăри командăсен чемпионачĕ иртет. Пирĕн республикăна пĕтĕм тĕнче пĕлет. Паллах, çакăншăн кашни чăваш мăнаçланать.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»