16:45 29 апреля 2015 г.
Сире Çуркуннепе Ĕç уявĕ ячĕпе саламлатăп!
Майăн пĕрремĕшĕ тăван ене чунтан юратакан тата ăна хăйĕн ĕçĕпе хитререх те пуян тăвас шутлă пĕтĕм çынна пĕрлештерет. Çак уяв мĕнпур ĕç çыннин пĕр шухăшлăхне, тĕрĕслĕх çĕнтерĕвне, çĕнетĕвне тата пултаруллă ĕçе сăнарлать.
Чăваш Енре ĕçе кирек хăçан та юратса хисепленĕ тата сума сунă. "Ĕç - пурнăç илемĕ", - вĕрентет халăх ăсĕ. Пирĕн умĕнхи ăрусем тăрăшса пухнă Чăваш Ен пуянлăхне эпир пĕрлехи вăйпа тивĕçлĕн сыхласа упратпăр тата малалла ỹстерсе пыратпăр. Республикăри ĕç çыннисен тăрăшулăхне пула çĕнĕ производствăсем уçăлаççĕ, çулсем хута каяççĕ, пурăнмалли çуртсемпе ача сачĕсем, стадионсем, сывлăх сыхлавĕпе вĕренỹ тата культура учрежденийĕсем çĕкленеççĕ, хуласемпе ялсен тата саласен урамĕсемпе картишĕсем тирпейленсе илемленеççĕ, ял хуçалăхĕ ăнăçлă аталанать.
"Килĕшсе ĕçленĕ ĕç пысăк усăллă - çакна пĕлсе тăрăр, ун пек ĕçе юратăр", - тесе пил панă çутта кăлараканăмăр Иван Яковлев. Пĕрлĕхе упраса, пĕр-пĕрне пулăшса, хамăрăн пултаруллă ĕçĕмĕрпе эпир тем тесен те Чăваш Ене тата пуянрах та хитререх тăватпăр. Пĕтĕм пурнăç тăршшĕпех юратнă республика ырлăхĕшĕн вăй хурса ĕçленĕ ветерансене уйрăммăн тав тăватăп.
Пурне те çирĕп сывлăх, çурхи кăмăл-туйăм, çутă шанăçсене пурнăçлама, ĕçре çĕнĕ çитĕнỹсем тума тата ырă улшăнусем, ырлăхпа телей сунатăп.
М.ИГНАТЬЕВ,
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»