10:40 25 апреля 2015 г.
ЧР Патшалăх Канашĕн черетлĕ 33-мĕш сессийĕн кун йĕрки анлине пăхмасăр тĕп вырăнта республика Пуçлăхĕн Министрсен Кабинечĕн 2014 çулхи ĕç-хĕлĕ çинчен тунă отчет пулнă. Унпа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тухса калаçнă. Çавăнпа сессие предприятисемпе организацисен, общество пĕрлешĕвĕсен ертỹçисене те чĕннĕ - самай пысăк йыш пухăннă.
Михаил Игнатьев хăйĕн отчетне иртнĕ çул ансат мар пулни çинчен каланинчен пуçланă. Экономикăра кăткăслăх çурални вăрттăнлăх мар. Анчах, Михаил Васильевич шухăшĕпе, шăпах çакнашкал лару-тăрура эпир пĕтĕм вăя пухса çине тăрса ĕçлемешкĕн пултарнине куратпăр. Çакă пĕлтĕрхи бюджет кăтартăвĕсене мĕнле пурнăçланинчен те курăнать. Ку цифрăсене эпир пĕрре кăна мар асăннă - вулакан та лайăх пĕлет, çавăнпа тепĕр хут таврăнни кирлĕ мар-тăр. Тупăшсене пысăклатма пултарнă. Хамăрăн тупăш ỹсни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.
Промышленноç производствин индексĕ 104,5% танлашнă. Тиесе ăсатнă продукци хакĕпе миллиард тенкĕрен иртнĕ предприятисен шучĕ 32 çитнĕ. Пĕлтĕр инвестицисен виçине ỹстерме пултарнине те палăртмалла. Бюджет ĕçченĕсен шалăвне пысăклатнă, ку енĕпе Министрсен Кабинечĕ бюджетниксен умĕнчи обязательствăсене туллин пурнăçланă.
"ЭКРА", "Сеспель", "Август", "Етĕрнесĕт" - ăнăçлă ĕçлекен çак тата ытти предприятие асăннă май Михаил Игнатьев трактор завочĕпе çыхăннă йывăрлăхсене те пытарман. Лару-тăру çивĕчлĕхĕ пысăк кредитпа сăлтавланнă, ăна тавăрса пама тивнине кура "трактористсен" укçа çаврăнăшĕ çук. 32 млрд тенкĕлĕх кредита реструктуризацилеме йышăнни йывăрлăхран тухма пулăшасса шанăç пур.
ЧР Пуçлăхĕ çĕнĕ производствăсене, хута кайнă çĕнĕ предприятисене пĕрин хыççăн теприне асăннă - самай вăрăм список: Çĕнĕ Шупашкарта çулталăкра 36 млн штук клинкер плити кăларакан производство ĕçлесе кайнă; хĕвел модулĕсем хатĕрлекен завода официаллă майпа уçнă - унта Дмитрий Медведев та пулнă; "Бреслер", "ЭКРА" предприятисем çĕнĕ йышши продукци кăларма пуçланă тата ыт. те. Монохуласене пулăшмалли программăна кĕнĕ май Канаш хули аталану çулĕ çине тăрать.
Иртнĕ çул социаллă ыйтусем çине те алă сулман. "Ĕç ветеранĕ" ята илмелли стажа икĕ çул çурă чакарни çитес вăхăтрах 10 пин çынна çак ята пама пулăшĕ, вĕсем хушма укçа илме тытăнĕç. Иртнĕ çул пурăнмалли çурт-йĕр тăвас енĕпе те кăтартусем лайăх пулнă. Шупашкар хăйĕн историйĕнче нихăçан та ун чухлĕ çурт-йĕр çĕклемен. Строительство ĕçĕсем малашне те кал-кал пымалла. Михаил Васильевич тăваткал метр хакне 35 пин тенкĕрен ирттермелле маррине пайăррăн палăртнă. Çурт-йĕрлĕ пулма пая кĕрсе улталаннисене хваттерсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе те пысăк ĕç пурнăçланă. Ку енĕпе ыйтăва татса памалли икĕ объект çеç юлнă - çулталăк вĕçлениччен вĕсене хваттер илмелли 161 çын нуши те сирĕлĕ. Çакăн пирки каланă май Михаил Игнатьев асăрхаттарсах каланă: "Малашне ку енĕпе питĕ тимлĕ пулмалла - çынсем ан улталанччăр, вĕсен требованийĕсене бюджет шучĕпе тивĕçтермелле ан пултăр".
Нумай ачаллă 3,3 пине яхăн çемьене çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтернĕ те ĕнтĕ. Демографи тĕлĕшĕпе ырă туртăмсем упранса юлни савăнтарать. Тин çуралнă пепкесем вилессипе çыхăннă кăтарту республикăра чи пĕчĕкки - куншăн Михаил Васильевич ашшĕ-амăшне те, медиксене те яваплăха туйнăшăн тав тунă. Патшалăх вара хăйĕн обязательствисене туллин пурнăçлама пулăшĕ. Çакна вăл ĕçпе тивĕçтерет. Республикăра пĕлтĕр 15 ача сачĕ хута кайниех мĕне тăрать! Совет саманинченех юлнă садик черечĕсем тинех пĕтеççĕ.
Отчета вĕçленĕ май Михаил Васильевич 2015 çул та ансат пулмассине палăртнă. Мускав уйăракан укçа-тенкĕ виçи пĕчĕкленни паллă. Машиностроени предприятийĕсен продукцине сахалрах туяннине кура чылай çынна ĕçрен хăтарас хăрушлăх пысăк. Кăмăла çĕклемен ытти самант та çук мар. Анчах республика Пуçлăхĕ татăклăн палăртнă: Чăваш Ен Правительствишĕн ку йывăрлăхсем кĕтменлĕх мар - эпир çак условисенче ĕçлеме хатĕр.
Регламентпа килĕшỹллĕн депутатсем Михаил Игнатьева отчет тĕлĕшĕпе ыйтусем панă. Кашниех тулли хурав илнĕ. Унтан кун йĕркинчи ытти ыйтăва тишкернĕ: вырăнти хăйтытăмлăха йĕркелесси, ЧР Пуçлăхне каялла чĕнсе илесси, Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйласси çинчен калакан ытти саккуна улшăнусем кĕртессине ырланă.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»