10:59 24 апреля 2015 г.
Сире Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламлатăп!
Эпир чаплă культура ĕçченĕ тата чăваш халăхне çутта кăларакан Иван Яковлевич Яковлева çуралнă кун çулсерен паллă тăвакан çак уяв хăйне евĕрлĕ пĕрлештерекен витĕмпе палăрса тăрать.
Чăваш Енре 2015 çула Константин Ивановăн, илемлĕ чăваш литературин никĕслевçи шутланакан аслă сăвăçăн, çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Çак йышăну обществăна тăван чĕлхепе литературăна сыхласа упрас ыйтусем çине тимлĕрех пăхма хистет. Иван Яковлевич Яковлев кун пирки çапла палăртнă: "Халăхăн ăс-тăнĕпе унăн пĕтĕм тĕнче курăмне тăван чĕлхе чун парать. Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлỹ çук". Пирĕн, чăваш чĕлхине сыхласа хăварас, культурăпа чĕлхе пуянлăхне çитес ăрусем туллин йышăнса юлассине тивĕçтермелле. Çав хушăрах çамрăксене тăван чĕлхене хисеплеме вĕрентнипе пĕрлех, вĕсене ытти халăхсен чĕлхипе йăли-йĕркине те сума суса хăнăхтармалла, обществăра ăс-хакăла тата кăмăл-сипете çирĕплетме пулăшмалла.
Тăван чĕлхене пуянлатас тата халăх хушшинче сарас тĕлĕшпе ырми-канми тăрăшакан чĕлхеçĕсемпе чĕлхе тĕпчевçисене, тăван сăмахпа литературăна вĕрентекенсене, çыравçăсемпе журналистсене уйрăммăн тав тăватăп. Пурне те çирĕп сывлăх, пултарулăхра хавхалану, иксĕлми вăй-хал, ырă пуçарусенче ăнăçусем, ырлăхпа телей, Чăваш Республикинче пурăнакансен ырлăхĕшĕн çĕнĕ проектсем пурнăçлама сунатăп!
М.ИГНАТЬЕВ,
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»