10:45 24 апреля 2015 г.
Сире Чăваш чĕлхин кунĕ ячĕпе саламлатпăр.
Тăван чĕлхе - кашни çыннăн чи пысăк пуянлăхĕ, юратнă аннен сăпка юррийĕ, мăн асаттесемпе асаннесен иксĕлми ăс-хакăлĕ.
Чăвашсен паллă çутта кăлараканĕ И.Я.Яковлев çапла çырнă: "Халăх шухăшлавĕ тата тавракурăмĕ тăван чĕлхере аван палăрать. Çавăнпах тăван чĕлхесĕр пĕлỹ çук". Эпир мĕн пĕчĕкрен калаçса ỹсекен чĕлхе пирĕншĕн чи çепĕç те илĕртỹллĕ, пуян чĕлхе. Эпир унпа мăнаçланатпăр.
Эпир районта пурăнакан кашни ентеше çирĕп сывлăх, çурхи кăмăл-туйăм, телей, ырлăх, юрату сунатпăр.
Р.МОЛОДОВА,
район пуçлăхĕ.
Н.МИЛЛИН,
район администрацийĕн пуçлăхĕ.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»