09:52 18 апреля 2015 г.
Раççей Президенчĕ Владимир Путин ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче ирттернĕ "Тỹрĕ лини" 4 сехете яхăн тăсăлнă. Тỹрĕ эфирта вăл 74 ыйту çине хуравлама ĕлкĕрнĕ. Операторсем вара çĕршывăн пĕтĕм кĕтесĕнчен килнĕ 3 миллиона яхăн ыйтăва йышăннă.
Калаçăва Владимир Путин çулталăка пĕтĕмлетнинчен пуçланă. Чи малтанах Крым, Севастополь Раççейпе пĕрлешни, ăнăçлă Олимп вăййисем кăтартуллă пулăм пулнине, çĕршыв тулашри кăткăс экономика условийĕсенче пурăннине палăртнă.
Президент тулашри чарусене пула çĕршыв аталанăвĕн хăвăртлăхĕ чакнине пытармасть. Апла пулин те "Халĕ тенкĕ çирĕпленсе пынине, фонд рынокĕсем ỹснине куратпăр. Инфляци спиральне çỹлелле çаврăнса хăпарма памарăмăр", - тенĕ Владимир Путин.
Çурт-йĕр тăвассипе те ăнăçлă ĕçленине палăртнă вăл. Раççей патшалăх историйĕнчи чи пысăк кăтарту - нихăçан та, совет саманинче те, ун хыççăн та пулман кăтарту - пурĕ 82 миллион тăваткал метр çурт-йĕр хута янă.
Потребительсен секторĕнче хаксен ỹсĕмĕ 11,4 процентпа танлашнă пулин те пуш уйăхĕнче инфляци ỹсĕмĕн хăвăртлăхĕ чакнă. Финанс рынокĕнчи çивĕчлĕхе пăхмасăр Раççейĕн банк секторĕ 2014 çулта аван ĕçленĕ. Экономика валли уйăракан кредитсен портфелĕ ỹснĕ.
Демографи лару-тăрăвĕ лайăхланнă. Ача çуратасси ỹснĕ, çын вилесси чакнă. Çынсен пурнăç тăршшĕ те ỹссе пырать.
Ют çĕршывсем Раççей тĕлĕшпе йышăннă санкцисемпе çыхăннă ыйтăва хуравланă май Президент "çав санкцисене пула тухса тăнă лару-тăрупа аталанăвăн çĕнĕ шайне çĕкленмешкĕн усă курмалли" çинчен каларĕ. Ялхуçалăхне пулăшмалли уйрăм программа хатĕр. Апат-çимĕç рынокне ют çĕршывсен таварĕсенчен пушатма та пулать. Анчах, Владимир Путин шухăшĕпе, "кунта медалĕн тепĕр енĕ те пур", потребительсемпе çыхăннăскер. Вĕсем сентресем çинче тĕрлĕ таварсене ытларах курасшăн, вĕсем паха та йỹнĕ пулччăр. Çавна кура патшалăх ялхуçалăхне пулăшмалли мерăсен анлă тытăмне хатĕрленĕ. Çав шутра налук енĕпе пулăшасси те.
Пĕлтĕр инфляци 11,4 процент шайне çĕкленнĕ май çынсен чăн тупăшĕ пĕчĕкленнине те Президент йышăннă. Социаллă политикăра çакна шута хума кирлине, чи малтанах, халăхăн хỹтлĕхсĕр сийне пулăшмаллине, ĕç вырăнĕсене сыхласа хăвармаллине палăртнă. Ĕçсĕрлĕх пирки сăмах хускатрăмăр пулсан, ку енĕпе предпринимательлĕх тĕлĕшпе шанăç пур. Раççей Президенчĕ пуçламăш утăмсем тăвакан предпринимательсем валли икĕ çуллăх налук каникулĕсем йĕркелесси çинчен аса илтернĕ. Çакă чи малтанах ялта ĕçлекен предпринимательсене пырса тивĕ.
Çĕршывра пурăнакан çынсене хисепленине тата юратнине палăртса Владимир Владимирович çакăн пек каланă: "Çынсем шанччăр тесен пирĕн ахаль çын мĕнле пурăннине туймалла, çав шанăçа упраса хăварсан вара граждансем пирĕн утăмсене пулăшĕç, хăш-пĕр чух тỹсме те хатĕр пулĕç".
"Тỹрĕ линире" Украина пирки те ыйтусем сахал мар пулнă. Владимир Путин шучĕпе, Украина ертỹçисем нумай йăнăш тăваççĕ. Паянхи лару-тăруран тухмалли çул-йĕр пĕрре - Минскри килĕшĕве пурнăçламалла. "Политикăри лару-тăру улшăнать, халăх вара юлать. Эпĕ украинсемпе вырăссене уйăрмастăп та, вĕсем - пурте пĕр халăх. Эпир вара чи малтан çынсене пулăшатпăр - Украина халăхне", - тенĕ Раççей Президенчĕ.
Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейĕ çывхарнă май вăрçă теминчен те пăрăнса иртмен. Президента хăш-пĕр çĕршыв лидерĕсем майăн 9-мĕшĕнче Мускава уява килес мар тенине аса илтернĕ. Çавна май Раççей хуравĕ мĕнле пулмалла?
"Çакна кашни политик хăй, унăн çĕршывĕ татса парать, - тенĕ Владимир Владимирович, - хăшĕсем, тен, хăйсем килесшĕн мар пуль, хăшĕсене вара "Вашингтонри обком" ирĕк памасть. Чăннипе нумайăшĕ килесшĕн. Çапах ку - вĕсен суйлавĕ. Эпир хамăрăн уява паллă тăватпăр, çĕнтерỹçĕсен ăрăвне пуç таятпăр. Хамăр çĕршыври тата чикĕ леш енчи паянхи ăру çав вăрçа нихăçан та ан мантăр, малашне унашкалли пуласран сыхлантăр".
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»