17:11 17 апреля 2015 г.
Сире Вырăнти хăйтытăмлăх кунĕ ячĕпе пĕтĕм чунтан саламлатăп! Ытти шайри влаç органĕсемпе танлаштарсан, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем çынсемшĕн çывăхрах шутланаççĕ. Эсир халăха хумхантаракан çивĕч те пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парас енĕпе витĕмлĕ йышăнусем тума пултарнинчен ытларах чухне граждансем хăйсене пурнăçра мĕнлерех туйни тата вĕсем влаçăн мĕнпур органĕн ĕç-хĕл эффективлăхне пĕтĕмĕшле мĕнле хак пани килет. Çавăнпа та муниципалитет служащийĕн ĕçĕ пысăк яваплăхлă та пултаруллă, хастар та уçă кăмăллă пулма ыйтать.
Чăваш Республикинче влаçăн мĕнпур шайри юпписем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлени муниципалитетсен социаллă пурнăçпа экономикине кал-кал аталантарма май парать. Çĕнĕ производствăсем уçăлаççĕ, халăх пурăнакан вырăнсем тирпейленсе илемленеççĕ, çулсем тăвасси тата вĕсене юсаса çĕнетесси аван пырать, ача сачĕсемпе шкулсем, фельдшерпа акушер пункчĕсем, спорт тата культура объекчĕсем çĕкленеççĕ, хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас шутлă граждансене пулăшу паракан патшалăх программисем ăнăçлăн пурнăçланаççĕ.
Юлашки çулсенче Чăваш Енри виçĕ хула - Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр тата Канаш - федерацин монохуласене пулăшу паракан программине хутшăнакансем пулса тăчĕç. Вĕсенче инженери тата транспорт инфратытăмĕн объекчĕсене тума, вак тата вăтам предпринимательлĕхе пулăшма, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме миллиардшар укçа-тенкĕ уйăрнă. Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен хисеплĕ ĕçченĕсем! Эпир хамăрăн тĕп тĕллеве - халăх пурнăçĕн пахалăхне лайăхлатассине - пурнăçлас тĕлĕшпе пĕрле нумай ĕç тума пултартăмăр. Анчах малта тумалли чылай-ха.
Вырăнти депутатсен тата администрацисен ĕçченĕсен професси ăсталăхне ỹстермелле, муниципалитет пурлăхĕпе тата çĕрĕпе тухăçлă усă курмалла, бюджетăн тупăш пайĕсене тултарма хушма ресурссем шыраса тупмалла, муниципалитетсен умĕнче тăракан тĕллевсене пурнăçлама пуçаруллă та хастар çынсене анлăрах явăçтармалла.
Шанатăп: пирĕн пурте ăнăçать. Тỹрĕ кăмăлпа тата ырми-канми тăрăшса тăвакан ĕçĕршĕн тав тăватăп. Сире, сирĕн тăванăрсемпе çывăх çыннăрсене çирĕп сывлăх, палăртса хунисене туллин пурнăçлама иксĕлми вăй-хал, мĕнпур ырă пуçарура ăнăçу, телей тата ырлăх сунатăп.
М.ИГНАТЬЕВ,
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»