09:48 11 апреля 2015 г.
Çуран чупма юратакансем кашни çулах çуллахи спорт сезонне "Елчĕк ен" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетсен кросĕнчен пуçлаççĕ. Кăçал та апрелĕн 14-мĕшĕнче Елчĕкри "пасар-халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр" трассăпа атлетсен 37-мĕш кросне ирттерме палăртнă. Вăл 11 сехетре пуçланать.
Çавăн пекех çăмăл атлетсен çурхи кросĕ Чăваш Республикинчи прессăн спорт фестивалĕн - СССР космонавт летчикне, Совет Союзĕн икĕ хут Геройне А.Г.Николаева асăнса "Советская Чувашия" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн республикăри 77-мĕш эстафета чупăвĕн пĕрремĕш тапхăрĕ те шутланать.
Ăмăрту участникĕсем
Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп тата вăтам шкулсен, ял тăрăхĕсен, ялхуçалăх тата промышленноç предприятийĕсен, организацисемпе учрежденисен командисем хутшăнаççĕ.
Ăмăрту программи
I ушкăнра 2004 çулта çуралнă хĕрачасем тата арçын ачасем 500 метра, II ушкăнра 2002-2003 çулсенче çуралнă хĕрачасем 500 метра, арçын ачасем 1000 метра, III ушкăнра 2000-2001 çулсенче çуралнă хĕрачасем 1000 метра, яшсем 2000 метра, IV ушкăнра 1997-1999 çулсенче çуралнă хĕрсем 2000 метра, яшсем 3000 метра, V ушкăнра хĕрарăмсем 1000 метра, арçынсем 2000 метра, 35 çултан иртнĕ хĕрарăмсем 500 метра, 40 çултан иртнĕ арçынсем 1000 метра чупаççĕ.
Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсен командисен зачетне чи лайăх 10 результат, вăтам шкул командисен зачетне чи лайăх 14 результат, предприятисемпе организацисен, учрежденисен, ял тăрăхĕсен зачетне арçынсемпе хĕрарăмсен, ветерансен (пурĕ 4 çын) результачĕсем каяççĕ. Кашни ỹсĕмри 1-30-мĕш вырăнсене йышăннисене очкосем параççĕ: 1-мĕш вырăншăн - 33 очко, 30-мĕш вырăншăн - 1 очко.
Командăсемпе участниксене чыслани
Мала тухнă командăсене куçса çỹрекен кубоксем, призерсене дипломсем парса чыслаççĕ. Уйрăм дистанцинче çĕнтернĕ çăмăл атлетсене "Елчĕк ен" хаçата 2015 çулхи иккĕмĕш çур çулшăн тỹлевсĕр çырăнтарса параççĕ.
Заявкăсем тăратасси
Командăна, участниксен (хушамат, ят, ашшĕ ятне, çуралнă çула), дистанцине палăртнă заявкăсене ăмăрту кунĕнче 10 сехетчен йышăнаççĕ. Заявкăсене организацисен ертỹçисемпе медицина ĕçченĕсем алă пусса пичетпе çирĕплетмелле. Тĕплĕнрех 2-51-81 телефонпа ыйтса пĕлмелле. "Елчĕк ен" хаçат редакцийĕ.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»