16:01 23 марта 2015 г.
Сире професси уявĕпе хĕрÿллĕн саламлатпăр.
Культура - обществăна аталанма пулăшакан хăватлă ăс-хакăл никĕсĕ, ĕмĕрсен хушши вăй илсе çирĕпленнĕ кăмăл-сипет пуянлăхĕ, халăхăн пин-пин çулхи йăли-йĕркине çамрăк ăрусене çыхăнтаркан, вăйлă та пур енлĕ аталаннă çынна пăхса ÿстерме вăй парса тăракан меслет пулса тăрать.
Культура ĕçченĕсем районта пурăнакан халăхсен хăй евĕрлĕ эткерлĕхне сыхласа хăварас тата аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хываççĕ. Культура учрежденийĕсем тухăçлă ĕçлеççĕ, çавна май пуçаруллă çамрăксен пултарулăхра хăйсен ăсталăхне кăтартма тата талантне туллин уçса пама лайăх майсем çителĕклĕ. Районта çулсерен вуншар тĕрлĕ фестиваль-конкурс ирттереççĕ...
Культура сферинче вăй хуракан мĕнпур ĕçчене чи пысăк тĕллевсене пурнăçлама, çĕнĕ çитĕнÿсем тума, халăх хисепне тивĕçме, çирĕп сывлăх, телей тата ырлăх сунатпăр.
Р.МОЛОДОВА,
район пуçлăхĕ.
Н.МИЛЛИН,
район администрацийĕн пуçлăхĕ.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»