14:08 06 марта 2015 г.
Сире çуркуннен чи илемлĕ уявĕпе - Мартăн 8-мĕшĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр. Кулленхи ĕçре ăнăçу, ырлăх-сывлăх, телей сунатпăр. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕтĕрсем яланах пурнăçланса пыччăр, умăрти çулăрсем яланах такăр пулччăр.
Елчĕк районĕнчи çынсен ĕçченлĕхне, хастарлăхне, çирĕп ăс-тăнлăхĕпе сăпайлăхне, пысăк çынлăхне пирĕн Аннесем кăкăр сĕчĕпе парнеленĕ. Юратнă Аннесене çакăншăн тав туса пуçăмăрсене таятпăр. Сирĕн сăн-питĕрте ялан чăн-чăн çуркунне пек хаваслă йăл кулă çеç пултăр.
"Единая Россия" партин Елчĕк районĕнчи уйрăмĕ.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»