14:30 05 марта 2015 г.
Сире çуркуннехи пĕрремĕш уяв - Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ, Мартăн 8-мĕшĕ ячĕпе пĕтĕм чун-чĕререн ăшшăн саламлатпăр.
Хĕрарăм - мĕн авалтанах ачашлăхпа ыркăмăллăхăн, чунлăхпа ăшпиллĕхĕн тĕслĕхĕ, тăван кил вучахĕн управçи пулнă, халĕ те çаплах. Ăрăва малалла тăсакансене - ача амăшĕсене патшалăх пур енлĕн пулăшма тăрăшать. Телейлĕ те сывă ачасем хутшăнса пыни çирĕп çемье никĕсĕ пулнине асра тытса вĕсене çемье капиталĕн сертификачĕпе, тĕрлĕ пособипе, социаллă хỹтлĕхĕн ытти енĕпе тивĕçтереççĕ.
Çуркуннехи илемлĕ те ытарайми çак кун ячĕпе хĕрарăмсене - юратнă асанне кукамая, хаклă аннесене, ытарайми аппа-йăмăка, хаклă ĕçтешĕмĕрсене - çирĕп сывлăх, ăнăçу тата ырлăх сунатпăр! Ĕçĕрсем ăнса пыччăр, юратупа пурăнăр, телейлĕ, сывă та таса пулăр
Р.МОЛОДОВА,
район пуçлăхĕ.
Н.МИЛЛИН,
район администрацийĕн пуçлăхĕ.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»