15:06 20 февраля 2015 г.
Сире Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçин кунĕ ячĕпе чун-чĕререн ăшшăн саламлатпăр.
Çак паллă кун эпир хамăрăн аслă патшалăхăмăрăн тăнăçлăхне сыхлакан, унăн чиккисене хапсăнуçăсенчен шанчăклăн хураллакан хỹтĕлевçĕсене чыслатпăр. Эпир хамăрăн аттесемпе асаттесен хăюлăхĕпе, Тăван çĕр-шыва юратса ăна хỹтĕленĕ паттăрсемпе тивĕçлипе мухтанатпăр. Сирĕн паттăрлăхăр - çитĕнекен ăрушăн ырă тĕслĕх. Аттелĕхĕн Аслă вăрçин, "вĕри точкăсенче" çапăçса интернационалла тивĕçе чыслăн пурнăçланă ентешсен умĕнче пуç таятпăр. Паян Раççейĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсенче хĕсметре тăракан Елчĕк каччисем мăн аслашшĕсен мухтавлă йăлине чыслăн малалла тытса пырасса шанатпăр.
Сире пурне те улăпла сывлăх, чун çирĕплĕхĕ, телей тата ырăлăх сунатпăр.
Р.МОЛОДОВА,
район пуçлăхĕ.
Н.МИЛЛИН,
район администрацийĕн пуçлăхĕ.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»