Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Обсуждаем Послание Главы Чувашской Республики Михаила Игнатьева к Государственному Совету и народу республики

16:07 21 января 2015 г.

2015 çулхи кăрлач уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енĕн Патшалăх Канашне тата чăваш халăхĕ патне Çырупа тухрĕ. Унăн пĕлтерĕшĕ çинчен çынсене хăйсен шухăшĕсене пĕлтерме ыйтрăмăр.

Петр Краснов, председатель Комитета по социальной политике и национальным вопросам:

 Для себя из Послания Главы я выделил два момента. Первый – инвестиции в человеческий капитал. В этом плане есть убежденность, уверенность, поскольку программа по социальным выплатам пенсионерам, ветеранам, инвалидам активно работает. Кроме того, она будет продолжена и впредь. В этом пункте также можно отметить обеспечение местами в детских садах республики. В скором времени нехватка мест в детсадах будет ликвидирована. Помимо этого продолжатся реконструкция и ремонт образовательных и культурных учреждений, а также оснащение их современным оборудованием. Все это, повторюсь, -  инвестиции в человеческий капитал. Проще говоря, все то, что направлено ради человека, для человека и во благо человека.

Второй момент – инвестиции в основной капитал, в частности, жилищное строительство. Несколько лет назад в интервью мне удалось доказать, что в республике много занимались «приписками» в жилищном строительстве. Если взять объемы жилищного строительства разных лет, то 70%, как правило, строили индивидуальное жилище люди на селе, а оставшиеся 30% - стройорганизации. Сейчас же все перевернулось. Итоги 2014 года показывают, что 53% жилья построили застройщики и только 47% - сами жители Чувашии. Это значит, и я этому очень рад, обстановка в этой сфере изменилась в лучшую сторону. И Глава правильно отметил, что не нужно приукрашивать ситуацию, а стоит говорить о реальных вещах.

Я слушал все выступления Михаила Васильевича, все его послания. На мой взгляд, Послание этого года по сравнению с предыдущими лучше по освещению состояния всех отраслей республики.

Пресс-служба

Государственного Совета

Чувашской Республики

Первоисточник: Государственный Совет Чувашской Республики

 

Н.П.МИЛЛИН, Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ:

"Ял хуçалăхĕнче нумай вăхăт хушши ĕçленĕ май, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне тухакан çырăвĕсенче те ял хуçалăхĕпе çыхăннă ыйтусене сахал мар хускатать. Ял хуçалăхне укçа-тенкĕ явăçтарас пирки те хальхинче сăмах пуçарчĕ. Çавăнпа ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисем, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен пуçлăхĕсем çакна шута илмеллех.

Иртнĕ çулхи Çырура Михаил Игнатьев çакна палăрнăччĕ: "...20 çул хушшинче те эпир ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене кирлĕ пек шута илес тата вĕсемпе усă курнине тĕрĕслесе тăрас енĕпе йĕрке туса пĕтереймерĕмĕр". Кăçалхи Çырура та çĕрпе усă курассинче "Халăх инвентаризацийĕ" паллă вырăн йышăнма кирлине палăртрĕ. Пирĕн районта ку енĕпе ĕçсем пыраççĕ - кашни пусăм çĕре шута илсе унпа туллин усă курассине кăçал пурнăçа кĕртессе шансах тăратăп.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахне тытакан, ăна пурнăçа кĕртекен çын. Акă, кăçал çĕнĕ ача сачĕсем тăвассипе йышăннă патшалăх прграммине туллин пурнăçа кĕртесшĕн. Çавăн пекех тивĕçлĕ канăва тухнă çынсем "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ятне илмелли ĕç стажне 2,5 çул пĕчĕклетни те лайăх пулăм тесе шутлатăп.

Чăннипех, Çырура палăртнă тĕллевсем пысăк, анлă. Вĕсене пурнăçа кĕртесси - пирĕн тĕп тивĕç".

 

П.А.СКВОРЦОВ, "Прогресс" АХО директорĕ:

"Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне тухнă Çырăвĕнче Раççее хирĕçле санкцисем йышăннă патшалăхсенчен ял хуçалăх продукчĕсем кỹрсе килессине чарса лартнăранпа республикăри аграри секторĕнче çĕнĕ майсем уçăлнине палăртрĕ. Çакна эпир хамăрăн кашни кунхи ĕçрен те уçăмлăн куратпăр. Мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра хресчен тарĕ витĕр туса илекен ỹсен-тăран тата выльăх-чĕрлĕх продукчĕсен тивĕçлĕ хакĕ çирĕпленсе пырать. Çавна май пирĕн палăртнă çул-йĕртен пăрăнмасăр пикенсе вăй хумаллине - тухăçлă тыр-пул çитĕнтермеллине тата пысăк хака тивĕçекен пахалăхлă сĕт, аш-какай туса илессине ỹстерме кирлине лайăх ăнланатпăр. Çавна май эпир тата çирĕпрех тĕллевсене пурнăçлама та хатĕр пулнине палăртатпăр: выльăхсен хисепне ỹстермелле, сăвăнакан ĕнесене 700 пуçа çитермелле, продуктивлăха ỹстермелле. Производствăна аталантарассишĕн тăрăшса çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртетпĕр: фермăсене реконструкци тăватпăр, çĕнĕ йышши техника туянатпăр".

 

"Елчĕк ен" хаçатăн тĕп редакторĕ Н.В.АЛЕКСЕЕВ:

"Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне тата республика халăхĕ патне янă Çырура çитĕнỹсем çинче çеç мар, республика умĕнче тăракан тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ. Сăмахран, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем лаптăкĕ пулни, урамри çулсем япăх пулни тата ытти те.

Çапах та Елчĕк районĕ экономикăпа социаллă аталанура республикăра малта пыни савăнтарать. Акă, районта ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен пĕр пусăм лаптăкĕ те усăсăр выртмасть. Ку вăл район администрацийĕ, республика ертỹлĕхĕ тытса пыракан çул-йĕр тĕрĕс пулни çинчен калать. Район ял хуçалăхĕнче тĕрлĕ формăллă хуçалăхсене - ял хуçалăх производство кооперативĕсене, пĕрлешỹллĕ хуçалăхсене, сахал яваплă юлташлăхсене, фермер хуçалăхĕсене аталантарса пырать. Çавна пулах ял хуçалăх продукчĕсем туса илессипе район малта пырать.

Елчĕксем ырă пуçаруçăсен йышĕнче пыраççĕ. Республика ĕлĕкхи ертỹçисем патшалăх умне пысăк парăма кĕрсе ялсем патне асфальтлă çулсем хыврĕç. Анчах ял урамĕсем патне алă та, укçа-тенкĕ те çитмерĕ. Çакăн пек лару-тăрура ял тăрăхĕсем, ял çыннисем хăйсен укçи-тенкипе ял урамĕсене вакă чул е асфальт сарса хытарассине йĕркелерĕç.

Халĕ Елчĕк районĕ хăй туса илекен сĕтрен тĕрлĕ продукци ĕçлесе хатĕрлессине йĕркелесе ярассипе ĕçлет.

Çакă республикăри патшалăх органĕсемпе муниципалитет органĕ пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçленине, халăх шухăш-кăмăлне шута илнине пĕлтереççĕ. Вăл вара çитĕнỹсем тума май парать".

 

В.И.СТЕПАНОВ, Çуткỹл ялĕн старости, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ:

"Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвне тỹрремĕнех итлеме тивнĕрен унăн кашни сăмахне чĕре патне илсе ырласа йышăнтăм. Çырура республика аталанăвне уççăн палăртрĕ ертỹçĕ. Пысăках мар, çапах тăрăшуллă та ĕçчен халăх пурăнакан ялăн старости тата ĕмĕре культурăра ĕçлесе ирттернĕрен манăн хамрăн халăхăн культури çинчен калани уйрăмах чуна çывăх пулчĕ. Иртнĕ çул республика пĕрлештернĕ бюджетран культура сферине 1,5 миллиард тенкĕ уйăрнă, ку вăл виçĕм çулхинчен 10 процент ытларах. Ялсенчи культура çурчĕсене юсас тата модернизацилес пĕлтерĕшлĕ программа вăй илнĕрен Чăваш Енре 186 культура çуртне çĕнетнĕ. Калама кăмăллă, пирĕн районти ултă культура çурчĕ те калама çук улшăнса пуянланчĕç. Илемлĕ те çутă, хăтлă информаципе культура центрĕсене халăх йышлă çỹреме пуçлани куç кĕрет. Республикăра 4 пин ытла халăх пултарулăхĕн коллективĕ, вĕсенче 55 пин çын юрлать- ташлать, пултарулăха ỹстерет. Юлашки пилĕк çулта кăна клубсенче 377 çĕнĕ кружок уçăлнă. Вĕсенче республикăри 84 пин ытла çын хăйсен интересне тупнă.

Хăй вăхăтĕнче эпĕ те Вырăскассинчи культура çуртĕнче "Шанăç" фольклор ушкăнĕ йĕркелесе янăччĕ. Халăх ятне илтнĕ коллектива тивĕçлĕ канăва тухнă çынсем ытларах çỹрени уйрăмах кăмăла çĕклет. Вăхăтĕнче ялти тĕрлĕ сферăра ĕçпе чапа тухнă çынсем халĕ хăйсен пултарулăхне хамăр тăрăхра пурăнакансене çеç мар, ун тулашне тухса çỹресе те паллаштараççĕ. Çамрăк ăрăва хамăрăн ырă йăла-йĕркене, кăмăл-сипет пахалăхне вĕрентсе хăварассине, пирĕн ачасем, мăнуксем çĕр-шывшăн тивĕçлĕ гражданĕсем пулса çитĕнччĕр тесе тăрăшассине хамăрăн чи пысăк тĕллев тесе шутлатпăр. "Ватти пур та латти пур" текен ваттисен сăмахĕ нихăçан та кивелмест. Пирĕн ĕмĕртен ĕмĕре пыракан йăла-йĕркесене пăрахăçа кăлармалла марах".

АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика