10:35 21 января 2015 г.
Паян 12 сехетре Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тата чăваш халăхĕ патне Çырупа тухать.
Иртнĕ çулсенчи Çырусенче Михаил Игнатьев палăртнă тĕллевсем мĕнле пурнăçа кĕрсе пыни çинчен хаçатăн иртнĕ номерĕнче кĕскен уçса панăччĕ. Паян вĕсем пирки малалла тăсăпăр.
Михаил Игнатьев 2012 çулхи Çырăвĕнче финанс тытăмне уçăмлатасси, патшалăх программисене пурнăçа кĕртесси пирки сăмах пуçарнă. Унтанпа 3 çул иртрĕ. Çак тапхăрта республикăра патшалăхăн 15 программи, муниципалитетăн 337 программи ĕçлет. Тăкаксен 99 процентне çак программăсемпе килĕшỹллĕн расхутлаççĕ.
Хамăр патăмăрта илекен тупăшсен калăпăшĕ те ỹссе пырать. 2014 çулхи малтанхи пĕтĕмлетỹсем тăрăх, вăл республикăн пĕрлештернĕ бюджетĕнче 64,7 проценчĕпе танлашать.
2013 çул итогĕсем тăрăх, ĕç тăвакан влаç органĕсен рейтингĕнче Чăваш Республики Раççейре 14-мĕш вырăн йышăннă.
Чăваш Республикин Юстици министерстви Чăваш Енре йышăнакан саккунсемпе нормативлă актсене тĕпчесе пĕтĕмлетет. 2011-2014 çулсенче федерацин 2804 саккунĕн, Чăваш Республикин 432 саккунĕн, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 311 указĕн, 308 хушăвĕн, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2757 йышăнăвĕн, 1911 хушăвĕн проекчĕсене право енчен хакланă, çитменлĕхсене пĕтерме хушнă. Коррупцие хирĕçле право акчĕсене те тĕпченĕ. Тĕпрен илсен, граждансен саккун тата право интересĕсене хỹтĕлес енĕпе чылай ĕç туса ирттернĕ. Чăваш Республикин ЗАГС органĕсенче те ĕç калăпăшĕ пысăк. "Электронлă ЗАГС" тытăма йĕркеленĕ - унта 1919 çултан пуçласа паянхи кунчченхи актсене кĕртнĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Çырăвĕнчи йĕркесене çынсем патне çитерессине тĕрлĕ шайри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем тĕп тивĕçĕсенчен пĕри тесе шутлаççĕ. Иртнĕ çул çеç ку енĕпе 2 пин ытла материал кун çути курнă. Çавăн пекех материалсене ведомствăсемпе министерствăсен, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен сайчĕсем çине вырнаçтарнă. Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаçĕн органĕсем пресс-конференцисем, брифингсем йĕркелесси йăлана кĕнĕ.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»