10:34 21 января 2015 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев çамрăксемпе студентсен представителĕсене пултарулăхри ăнтăлушăн ятарлă стипендисем парасси çинчен хушăва алă пуснă.
Вĕренỹре, бизнеса проектлассинче, наука, пултарулăх, производство, управлени ĕç-хĕлĕнчи курăмлă кăтартусем тунă 1000 яшпа хĕр хушшинче пирĕн районти 11 çамрăк та пур. Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулти Юлия Адюкова, Алексей Тябуков, Елчĕкри вăтам шкулти Данил Кондратьев, Андрей Кузнецов, Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ вăтам шкулти Антон Игнатьев, Андрей Павлов, Артем Салмин, Курнавăшри вăтам шкулти Анна Смирнова, Хăвăлçырмари тĕп шкулти Елена Яшина вĕренекенсем, Чăваш Тăрăмри тĕп шкулти вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Марина Казакова, "Улăп" А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе спорт шкулĕн ертỹçин вĕренỹпе спорт енĕпе ĕçлекен çумĕ, тренер преподавателĕ Елена Портнова 2015 çулта уйăхсерен 1830 тенкĕ илсе тăрĕç.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»