Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ĕçтешĕмĕр 60 çулта

11:13 31 декабря 2014 г.

Кăçал, Лаша çулталăкĕн вĕçĕнче пирĕн ĕçтешĕмĕр, юлташ, "Елчĕк ен" хаçатăн тĕп редакторĕ Николай Васильевич Алексеев 60 çул тултарать. Çук, çак ỹсĕмре тесе калаймăн ун пирки. Çав-çавах вашават вăл, ĕçченлĕхĕ, хастарлăхĕ пысăк, мал ĕмĕтлĕ.

Хамăр районти Тĕмер ялĕнче çуралса ỹснĕскер, Совет Çарĕнче хăйĕн салтак тивĕçне пурнăçланă хыççăн республикăри ăсчах керменне - И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕрет. Ăна ăнăçлă пĕтернĕ хыççăн тăван ене - Елчĕке таврăнать. "Колхоз ялавĕ" хаçатра корреспондентра ĕçлеме пуçăнать. Вăл хатĕрленĕ материалсем çав çулсенчи ыйтусене туллин тивĕçтернĕ, çивĕчлĕхпе палăрса тăнă. Пултаруллă каччăна часах асăрханă, хаçатăн тĕп штабне ертсе пыма шаннă - яваплă секретарь пулма çирĕплетнĕ. Çак пысăк тивĕçе Николай Васильевич 23 çул ытла ăнăçлă, пысăк шайра пурнăçласа пычĕ. Яваплă секретарь пулнă май, хаçата калăплассипе, унăн содержанине лайăхлатассипе вăй-халне нихăçан та шеллемен. Вăл вăхăтра "Колхоз ялавĕ" хаçат эрнере 3 хут кун çути куратчĕ.

Çав кунсенче Николай Васильевич линотип, хаçат калăплакан цехсенчен тухма пĕлместчĕ, полиграфистсене пулăшатчĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ 1981-2004 çулсенче хаçат пысăк тиражпа пичетленнĕ.

2004 çултанпа Н.Алексеев хаçатçăсен ĕç хĕлне йĕркелесе пырать. Тĕп редактор нихăçан та хăйне мăнна хумасть, ыттисемпе пĕр тан пулма тăрăшать. Вăл хатĕрленĕ материалсене ялсенче пурăнакансем кăмăллăн вулаççĕ - унăн ăсталăхĕ çав-çавах пысăк. Хăйĕн калемне мукалма памасть хисеплĕ ĕçтешĕмĕр.

Юлашки çулсенче редакци ĕçĕ-хĕлĕнче пысăк улшăнусем пулса иртеççĕ. Вунă çулта хаçат тиражĕ икĕ хут ỹсрĕ. Коллектив хăй ĕçлесе илнĕ укçапа автомобиль, ун хакĕ чухлех тăракан пичет машини туянчĕ, компьютер оборудованине тăтăш çĕнетсе тăрать. Хаçат редакцийĕ вырнаçнă çурта юсарĕ. Юлашки 5 çулта тăватă хутчен социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсен конкурсĕнче çĕнтерсе грантсем çĕнсе илчĕ.

Николай Васильевич Алексеев Раççей Журналисчĕсен союзĕн членĕ. Вăл журналист кăна мар, тăван тавралăх тĕпчевçĕ те. Историпе филологи факультетне пĕтернĕ май, тăван тăрăхри ялсен кун-çулне тĕпчет. Унăн "Тĕмер ялĕн чиркĕвĕ", "Тĕмер ялĕ тата унăн çыннисем" кĕнекисем хăйсем патне туртаççĕ - кăмăллă вĕсене вулама. Н.Алексеев Елчĕк районĕн кĕске энциклопедине, районти комсомол историне çутатакан "Крылатая молодость" кĕнекене хатĕрлеме хутшăнчĕ. Иксĕлми вăй-хăватлă журналист халĕ те ахаль лармасть - çак кунсенче унăн Тĕмер ялĕ çинчен çĕнĕ кĕнеке кун çути курмалла.

Обществăлла ĕçсенче те хастар вăл. 10 çул ытла культура ĕçченĕсен профсоюзĕн районти организацине ертсе пычĕ - вĕсен ĕç-хĕлне, канăвне ăнăçлă йĕркелерĕ. Ахальтен мар ăна "Раççей профсоюзне 100 çул" асăну медалĕ, профсоюзсен Тĕп комитечĕн, Чăваш рескомĕн, Чăвашрессовпрофăн Хисеп грамотисене парса чысланă.

Калем ăстин ытти наградăсем те чылай. Вăл Чăваш Республикин Хисеп грамотине, "2006 çулта Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕнче хастар ĕçленĕшĕн" медалĕ, Раççей Федерацийĕнчи Культура министерствипе Раççейри культура ĕçченĕсен профсоюзĕн Хисеп грамотине, Чăваш Республикин Культура, Физкультурăпа спорт министерствисен Хисеп грамотисене тивĕçнĕ.

Раштав уйăхĕн 31-мĕшĕнче пирĕн пултаруллă ĕçтешĕмĕр 60 çул тултарчĕ. Çак ятпа эпир ăна хĕрỹллĕн саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр, иксĕлми телей, пултарулăх ĕçĕнче тата пурнăçра ăнăçу сунатпăр.

А.КАРЛИН,
хаçатăн яваплă секретарĕ.

АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика