10:16 31 декабря 2014 г.
Сире Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем ячĕпе чĕререн саламлатпăр!
Иртнĕ çул район çыннисемшĕн çăмăл килмерĕ - çанталăк шăрăх тăчĕ. Уй-хирти культурăсем шăтса тухса аталаннă вăхăтра çумăр пачах çумарĕ. Çапах та ял çыннин тăрăшулăхне пула пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем начар мар çитĕнчĕç, тухăç та аван. Ахальтен мар 2014 çулта республикăри "Чăваш Республикинчи агропромышленность комплексне аталантарасси тата 2013-2020 çулсенче ял хуçалăх продукци, чĕр тавар, апат-çимĕç рынокне йĕркелесси" программăна туллин пурнăçа кĕртсе пынăшăн кăнтăрти районсем хушшинче Елчĕксем пĕрремĕш вырăна тухрĕç. Çавăн пекех çак хисепе "Комбайн" ЯХПК ĕçченĕсем те тивĕçрĕç.
Районти хуçалăхсем машинăпа техника паркне çĕнетес, фермăсене юсаса реконструкцилес енĕпе те ăнăçлă ĕçлерĕç.
Ял инфратытăмне лайăхлатас, тăван ене тирпей-илем кĕртес енĕпе сахал мар ĕç туса ирттернĕ. Элпуç ялĕнче модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕ ĕçе кĕчĕ, Кĕçĕн Таяпара та çакăн йышши ФАП часах хута кайĕ. Нумай вăхăт япăхса выртнă "Комсомольски-Елчĕк"-Кĕçĕн Таяпа автоçула, пурĕ 4110 метр, тĕпрен юсанă. Тăлăх ачасем, нумай ачаллă çемье, вăрçă ветеранĕсем валли пурăнмалли çуртсем тунă.
2014 çулта пĕр суту-илỹ çурчĕ, пĕр парикмахерски, обществăлла апатланăвăн икĕ предприятийĕ ("Мечта" кафе, "Спорт-бар" культурăпа кану центрĕ) хута кайнă, пурĕ 39 çын çĕнĕ ĕç вырăнĕ тупнă.
Ытти отрасльсенче те çитĕнỹсем сахал мар. Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, вак предпринимательлĕх тытăмне кĕмен ытти организацисенче 1928 çын ĕçленĕ, вĕсен уйăхри вăтам ĕç укçи 16 пин тенкĕпе танлашнă. Ĕçсĕрлĕх шайĕ - 0,38 процент.
Вĕренỹ, культура, сывлăх сыхлавĕн тытăмĕсенче те чылай ĕç пурнăçланă.
Вĕренỹ тытăмĕн тĕп тĕллевĕ - ачасене кунне пĕрре вĕри апатпа тивĕçтересси, медицина енчен пăхса тăрасси, физкультурăпа спорт занятийĕсене йĕркелесси. Кунта ĕçсем ăнăçлă пыраççĕ. Вĕренекенсене пурне те вĕри апат çитереççĕ. Вĕренĕвĕн 11 учрежденийĕнче медицина кабинечĕсем уçнă, ыттисемшĕн районти тĕп больницăпа килĕшỹ тунă. 17 шкулта спорт залĕсем пур. "Улăп" ФОК та кунта пулăшу парать.
Вĕренỹ учрежденийĕсене компьютерсемпе, вĕренỹ литературипе, столовăйсене сĕтел-пуканпа, медицина оборудованийĕпе тивĕçтересси малалла пырать.
Культура тытăмĕнче 11 учрежденипе вĕсен 43 филиалĕ ĕçлет. Районта 6 культура учрежденийĕ тĕслĕхлĕ клуб ята çĕнсе илнĕ. Аслă Елчĕкри, Курнавăшри, Аслă Таяпари информаципе культура центрĕсен çурчĕсене юсама федерацин, республикăн, вырăнти бюджетсенчен укçа-тенкĕ уйăрнă. Сывлăх сыхлавĕнче 1 тĕп больница, пĕтĕмĕшле практика врачĕн 9 офисĕ, 22 ФАП халăха медицина пулăшăвĕ парать.
Вырăнти хăй тытăмлăх та аталанса пырать. Ахальтен мар иртнĕ çул район çак енĕпе ăнăçлă ĕçленĕшĕн республикăра пĕрремĕш вырăн йышăннă, 2393 пин тенкĕлĕх грант илнĕ. Унпа Елчĕкри Пĕрремĕш май тата Больница урамĕсене вак чул сарса хытарнă, Совет урамĕнче тротуара юсаса çĕнетнĕ.
Кăçал суйлавсем иртеççĕ. Авăн уйăхĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхне, район пуçлăхне, район тата ял тăрăхĕсен депутачĕсене суйлатпăр. Çавăнпа та кашни суйлавçă авторитетлă, хисепе тивĕçлĕ çынсене суйласса шанса тăратпăр.
Çĕнĕ çул çĕнĕ вăй-хăват, шанчăк çуратать. Чылай ĕçлерĕмĕр, малашнехи тĕллевсем пĕчĕк мар. Кĕтни, ĕмĕтленни çеç пурнăçа кĕтĕр. Пĕр тĕллевпе утсан çеç ăнăçусем пулаççĕ.
Уявсем ячĕпе саламласа пурне те ырă сывлăх, çĕнĕ çитĕнỹсем, ăнăçу, телей сунатпăр.
Р.МОЛОДОВА,
район пуçлăхĕ.
Н.МИЛЛИН,
район администрацийĕн пуçлăхĕ.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»