14:00 27 декабря 2014 г.
Раштавăн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова, официаллă ытти çынсем Шупашкар хулинчи çĕнĕ ача сачĕсене савăнăçлă лару-тăрура уçма хутшăннă.
Мускав проспектĕнчи "Маленькая страна" ятлă 3-мĕш номерлĕ ача садне уçнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ патшалăхăн ача сачĕсем уçмалли программи ăнăçлă пурнăçланнине палăртнă. "Раççей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин регионсенчи тата вырăнти влаç органĕсем умне пирĕн хаклă ачасем тивĕçлĕ условисенче воспитани илмелли çинчен задача лартрĕ. Шупашкарта паян 4 ача сачĕ уçатпăр, кăçал пирĕн республикăра пурĕ 15 ача сачĕ уçăлмалла. Çакăн валли пĕлтĕр республикăна темиçе çĕр миллион тенкĕ, кăçал 1 млрд. тенкĕ ытла панă", - тенĕ Михаил Игнатьев.
Унтан хăнасем Дементьев урамĕнчи 16-мĕш çуртра вырнаçнă "Непоседа" ятлă 203-мĕш номерлĕ ача садне уçма хутшăннă.
Вулакансем астума тивĕç: кăçал Раççей Федерацийĕн Правительствин хаклавĕпе Чăваш Республики пĕтĕмĕшле рейтингра 14-мĕш вырăн йышăннăччĕ, 165 миллион та 59 пин тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕччĕ. "Çак преми укçипе эпир Шупашкарта ача сачĕ тăвăпăр", - пĕлтернĕччĕ республика Пуçлăхĕ ноябрĕн 1-мĕшĕнче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертỹçисем умĕнче. Общественноçпа канашланă хыççăн хула влаçĕсем туса пĕтернĕ 240 вырăнлă "Непоседа" ача садне туянма йышăннă. Ăна 138,2 миллион тенкĕ парса туяннă.
Çав кунах Эгер бульварĕнче, Çамрăксен бульварĕнче вырнаçнă ача сачĕсем реконструкци хыççăн ача-пăчана çĕнĕрен йышăннă.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»