Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тĕп тĕллев - халăхăн пурнăç пахалăхне лайăхлатасси

13:35 27 декабря 2014 г.

Хальхи финанспа экономикăн йывăр лару-тăрăвĕнче оппозици юхăмĕсен представителĕсем Чăваш Енĕн бюджетне "укçана çисе пĕтерекен" бюджет тесе "хаклаççĕ" тата унпа эффективлă усă курмаççĕ тесе ĕнентереççĕ. Чăннипех çапла-ши? Чăваш Енĕн бюджечĕ социаллă, е урăхла каласан, бюджетăн тăкаксен пысăк пайĕ халăхăн пурнăç пахалăхне лайăхлатма каять. Пирĕн республикăра, ытти çĕрти пек, çут çанталăк пуянлăхĕ çук. Çавăнпа та халăхăн пурнăçне лайăхлатма хамăр ал айĕнчи укçа-тенкĕпе усă курма тивет.

Нумаях пулмасть Чăваш Республикин Финанс министерстви эффективлă мар налук çăмăллăхĕсене пĕтерсе 219,2 миллион тенкĕ, çавăн пекех республикăн патшалăх парăмĕсене татассине чакарса 356,2 миллион тенкĕ перекетленине пĕлтернĕ. Сăмах май, çакăнпа 3 ача садне çĕнĕрен туса лартма май пур.

Тăкаксен ытларах пайне çынсен интересĕсене пурнăçа кĕртме яраççĕ. 2010 çултанпа вĕренỹ объекчĕсене юсама тата çĕнĕрен тума 5 миллиард та 880,1 миллион тенкĕ (кăçал 1 миллиард та 651,7 миллион тенкĕ), сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене çĕнĕрен тума тата юсама 4 миллиард та 48,6 миллион тенкĕ (кăçал 561,5 миллион тенкĕ), физкультурăпа спорт комплексĕсене çĕнĕрен тума тата юсама 2 миллиард та 829 миллион тенкĕ (кăçал 758,3 миллион тенкĕ), халăхăн пурнăç условисене лайăхлатма 5 çулта 6 миллиард та 808,7 миллион тенкĕ (кăçал 1 миллиард та 576,7 миллион тенкĕ) тăкакланă.

2010 çултанпа, юлашки вунă çуллăхра пĕрремĕш хут ача сачĕсене çĕнĕрен тума пуçланă. 2010-2013 çулсенче шкул умĕчченхи 25 учрежденине, пурĕ 15120 вырăнлăх, çĕнĕрен тунă е реконструкциленĕ. Çакă 3 çултан аслăрах ачасем хушшинче черете пĕтерме май панă. Кăçал 14 ача садне, пурĕ 2616 вырăнлăх, ĕçе кĕртме палăртаççĕ. Çапла вара, эпир нумай вунă çуллăха усă курма капиталлă строительство объекчĕсене çĕклени "укçана çисе пĕтерни" пулать-ши?

Укçана çисе пĕтерекен бюджет - ĕç укçине яланах тивĕçсĕр, калăпăшсăр ỹстерсе пыни. Пирĕн республикăра ку енĕпе лару-тăру пачах урăхла.

2005-2009 çулсенче республикăри пĕрлештернĕ бюджетăн тăкаксен пайĕн 30 проценчĕ ĕç укçи тỹлеме кайнă. Юлашки 5 çул хушшинче те çавăн пекех юлнă. Çапах та çакна шута илмелле: 2012 çулта президентăн çу уйăхĕнчи указĕсене пурнăçа кĕртсе бюджет тытăмĕнчи хăш-пĕр категорири ĕçченсен ĕç укçи хăвăрт ỹсме тытăнчĕ - вăл 42,8 процента яхăн ỹсрĕ. Никамшăн та вăрттăнлăх мар, çĕр-шывра экономика йывăрлăха кĕрсе ỹкрĕ, çавăнпа Раççей Правительстви бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсен ĕç укçине ỹстерес хăвăртлăха кăштах чакарма, ăна инфляци шайĕпе танлаштарма йышăнчĕ. Çапах та, Чăваш Ен Финанс министерствин специалисчĕсем палăртнă тăрăх лару-тăру лайăхлансанах ĕç укçи хăвăрт ỹсме пуçлĕ.

Чăваш Республикин Правительстви çынсен умĕнчи обязательствăсене вăхăтлă тата туллин пурнăçлать.

АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика