13:19 27 декабря 2014 г.
Çĕнĕ çул, Раштав уявĕсем вăхăтĕнче пенси укçине валеçессинче улшăнусем пулаççĕ.
Почта çыхăнăвĕн уйрăмĕсем урлă 2015 çулхи кăрлач уйăхĕн 3-5-мĕшĕсенчи тỹлемелли пенсие кăрлач уйăхĕн 3-мĕшĕнче, кăрлач уйăхĕн 6-7-мĕшĕсенчи пенсие кăрлач уйăхĕн 6-мĕшĕнче, кăрлач уйăхĕнчи 8-9-мĕшĕсенчи пенсие кăрлач уйăхĕн 8-мĕшĕнче, кăрлач уйăхĕнчи 9-10-мĕшĕсенчи пенсие кăрлач уйăхĕн 9-мĕшĕнче, кăрлач уйăхĕнчи 10-12-мĕшĕсенчи пенсие кăрлач уйăхĕн 10-мĕшĕнче валеçеççĕ.
Банксене РФ Пенси фончĕ пенси тỹлемелли укçа-тенке 2014 çулхи раштав уйăхĕн 29-мĕшĕнче çитерет. Тепĕр кунран кая юлмасăр вĕсене пенсионерсен счечĕ çине куçараççĕ.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»