09:37 24 декабря 2014 г.
Декабрĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федерацин никама пăхăнман Патшалăхсен Пĕрлĕхĕн, чикĕ леш енче пурăнакан йăхташсен тата çĕр-шывсен хушшинчи гуманитари ĕçтешлĕхĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен агентствин (Россотрудничество) ертỹçипе Константин Косачевпа тĕл пулнă.
Республика Пуçлăхĕ Константин Косачев тĕрлĕ постра ĕçленĕ май Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пысăк тỹпе хывнине палăртнă, ăна Чăваш Республикин Федерацин Пухăвĕн Федераци Канашĕнчи представителĕн пушаннă должноçне йышăнма сĕннĕ.
"Эсир РФ Патшалăх Думин депутачĕ пулнă чухне те, Россотрудничество ертỹçин должноçĕнче те республикăшăн нумай тунă, çавăнпа та Чăваш Ен халăхĕ сире ăшшăн йышăнать. Ырă хутшăнусем йĕркеленине кура эпĕ сиртен Чăваш Республикин Федераци Канашĕнчи представителĕ пулма ыйтатăп. Ăнланатăп, эсир паян федераци агентствине ертсе пыратăр, ытти план та пулма пултарать - шухăшласа пăхмалла. Анчах эсир килĕшетĕр тĕк - республикăн экономика, культура тата социаллă сферин аталанăвĕшĕн пĕрле тата ытларах тума пултарăпăр", - тенĕ Михаил Игнатьев.
Константин Косачев республика Пуçлăхне тав тунă, сĕнĕве йышăннине палăртнă. "Сăмах пĕр-пĕр урăх регион пирки пынă тăк - иккĕленеттĕм пуль. Анчах Чăваш Ен маншăн иккĕмĕш Тăван çĕр-шыв пулса тăчĕ. Шаннăшăн тавах, эпĕ шанăçа тỹрре кăларма хатĕр", - тенĕ вăл.
Тĕл пулăва вĕçленĕ май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Константин Косачева РФ Федерацин Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕн - Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн ĕç тăвакан органĕн представителĕн полномочийĕсене парасси çинчен калакан указа алă пуснă.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»