09:28 24 декабря 2014 г.
2015 çулхи пĕрремĕш çур çул валли хаçат-журнал çырăнмалли тапхăр вĕçленет. Апла пулсан паянпа ыран, хаклă тусăм, халех почтальонкăпа тĕл пулма васка е почта çыхăну уйрăмне çит. Кая юлсан "Елчĕк енсĕр" юлăн. Хаçатсăр юлни - пурнăçран тăрса юлниех.
Район хаçатне тĕрлĕ çын вулать, хаклать. Акă, çак кунсенче редакцие пĕр ватă хĕрарăм шăнкăравларĕ. Шур халатлă ĕçченсене тав туса çыру янăччĕ вăл. Вăхăт кăштах иртнĕрен çырăвĕ хаçатра пичетленмешĕн кулянать. Вулакансем лайăх пĕлеççĕ, хаçатра тус-тăванна саламласси е хăвна ыр тунă çынна тав тăвасси - тỹлевлĕ. Ватă çынна ăнланса эпир унăн тав çырăвне тỹлевсĕрех пичетлеме те хатĕрччĕ, анчах тивĕçлĕ канăва тухнă хĕрарăмран: "Эсир район хаçатне çырăннă-и?" - тесе ыйтсан, вăл: "Эпĕ "Хресчен сасси" вулатăп", - терĕ. Вăт сана. Район хаçатне çырăнман, çапах унăн ыйтăвне тỹлевсĕрех тивĕçтермелле пирĕн. Ун пек пулмастех-ха вăл. Кампа туслă çыхăну тытатăн - вĕсем патнех çырмалла çырăвĕсене те.
Район хаçачĕ сирĕн кĕтнĕ тус-юлташăр пултăр тесен ăна тепĕр çулхи пĕрремĕш çур çула çырăнма васкăр. Яланах пирĕнпе пĕрле пулăр.
Хаçат редакцийĕ.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»