10:31 20 декабря 2014 г.
2015 çулхи пĕрремĕш çур çулшăн хаçат-журнал çырăнтармалли тапхăр вĕçленсе пырать. Районти почта çыхăнăвĕсен уйрăмĕсен ĕçченĕсем раштав уйăхĕн 18-мĕшĕ тĕлне "Елчĕк ен" хаçата çак тапхăрта илсе тăма пурĕ 3622 экземпляр çырăнтарнă.
Пĕрремĕш колонка - почта çыхăнăвĕн уйрăмĕсем, иккĕмĕш - вĕсен ертỹçисем, виççĕмĕш - 2014 çулхи пĕрремĕш çур çулта илсе тăнă, тăваттăмĕш - 2015 çулхи пĕрремĕш çур çулта илсе тăма çырăнтарнă
(Раштав уйăхĕн 18-мĕшĕ тĕлне)
Елчĕк
|
Капсулова Н.Г.
|
711
|
632
|
Елчĕк -I
|
Бегдаутова Л.Ф.
|
500
|
368
|
Аслă Елчĕк
|
Адюкова Л.Ф.
|
420
|
417
|
Лаш Таяпа
|
Игнатьева Л.Н.
|
185
|
190
|
Шăмалак
|
Петрова Н.Н.
|
150
|
125
|
Аслă Пăла Тимеш
|
Елисеева З.А.
|
287
|
283
|
Кавал
|
Сергеева С.В.
|
194
|
175
|
Сăрьел
|
Давлетшина Г.С.
|
109
|
97
|
Тăрăм
|
Долгова Г.Е.
|
277
|
257
|
Курнавăш
|
Мартышкина Н.В.
|
205
|
196
|
Çирĕклĕ Шăхаль
|
Яшина Л.Н.
|
286
|
264
|
Кÿлпуç
|
Яшина С.В.
|
148
|
128
|
Аслă Таяпа
|
Колпакова В.В.
|
185
|
155
|
Кĕçĕн Таяпа
|
Семенова Н.А.
|
167
|
144
|
Çĕнĕ Пăва
|
Краснова Н.А.
|
208
|
190
|
Пĕтĕмпе
|
|
4032
|
3622
|
Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче пуринче те "Елчĕк ене" пĕрре сиктермесĕр çырăнаççĕ. Район хаçачĕ яланах куç умĕнче пулнине вĕсем патĕнче кашни пулмассеренех хамăр курса ĕненетпĕр. Ял çыннисен кулленхи пурнăçĕ тата вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕн çутатма тăрăшакан район хаçатне "Прогресс" акционерсен хупă обществин дирекцииĕ мĕн пур бригадăсене тата фермăсене 2015 çулхи пĕрремĕш çулта илсе тăма 11 экземпляр çырăнса панă. "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче те ĕç вырăнĕсене "Елчĕк ен" хаçатпа тивĕçтересси йăлана кĕнĕ. "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕнче, "Победа" тата "Яманчурино" ОООсенче, ритуал тата ытти пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерекен Леонид Григорьев уйрăм çыннăн предприятийĕнче тăрăшса ĕçлекенсене ятран палăртса (кашнийĕ 10 экземпляра яхăн) "Елчĕк ен" çырăнса панă.
Район хаçатне альтернативлă майпа çырăнасси (почта çыхăну уйрăмĕсенче çырăннипе танлаштарсан ку чухне хаксем палăрмаллах йỹнĕ) йăлана кĕрет. Хальхинче çак мелпе тĕп больница, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр, Елчĕкри информаципе диагностика центрĕн коллективĕсенче тата ытти çĕрте тăрăшакансем анлăн усă курчĕç. Ыттисене те çавнах сĕнетпĕр.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»