09:00 17 декабря 2014 г.
Маларах пĕлтернĕччĕ, раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче - çĕр-шыв Конституцийĕн кунĕнче - Пĕтĕм Раççейре халăха хăйĕн ыйтăвĕпе йышăнмалли пĕрлехи кун иртрĕ. Раççей шайĕнчи федерацин, ĕç тăвакан влаç органĕсенчи ертỹçĕсемпе специалистсенчен пуçласа территорисенчи ял тăрăхĕсен администрацийĕсем таранах çынсен ыйтăвĕсене татса пама тăрăшнă.
Елчĕк енре район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Л.Левый, район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ - йĕркелỹ ĕçĕсен пайĕн ертỹçи Е.Михайлова, йĕркелỹ ĕçĕсен пайĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕ Н.Скворцова, 9 ял тăрăхĕн администрацийĕсенче пурĕ 39 çынна ыйтупа йышăннă. Ыйтăвĕсем тĕрлĕрен пулнă: инвалидсене реабилитаци хатĕрĕсемпе тивĕçтересси, Тỹскелĕнче ял клубне çĕнĕрен тăвасси, куçман пурлăха, çĕр лаптăкне регистрацилесси, ача амăшĕн капиталĕ, ял хуçалăхĕн çĕрĕсене арендăна илесси, налуксем, урамсене çĕрлехи вăхăтра çутатасси...
Кашни çынах хăйне кăсăклантаракан ыйтупа хурав илнĕ.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»