Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » "Елчĕк ен" хаçата çырăнар

08:56 17 декабря 2014 г.

Пĕрремĕш колонка - почта çыхăнăвĕн уйрăмĕсем, иккĕмĕш - вĕсен ертỹçисем, виççĕмĕш - 2014 çулхи пĕрремĕш çур çулта илсе тăнă, тăваттăмĕш - 2015 çулхи пĕрремĕш çур çулта илсе тăма çырăнтарнă

(Раштав уйăхĕн 16-мĕшĕ тĕлне)

Елчĕк

Капсулова Н.Г.

711

456

Елчĕк -I

Бегдаутова Л.Ф.

500

368

Аслă Елчĕк

Адюкова Л.Ф.

420

411

Лаш Таяпа

Игнатьева Л.Н.

185

189

Шăмалак

Петрова Н.Н.

150

125

Аслă Пăла Тимеш

Елисеева З.А.

287

280

Кавал

Сергеева С.В.

194

175

Сăрьел

Давлетшина Г.С.

109

97

Тăрăм

Долгова Г.Е.

277

251

Курнавăш

Мартышкина Н.В.

205

191

Çирĕклĕ Шăхаль

Яшина Л.Н.

286

261

Кÿлпуç

Яшина С.В.

148

127

Аслă Таяпа

Колпакова В.В.

185

155

Кĕçĕн Таяпа

Семенова Н.А.

167

144

Çĕнĕ Пăва

Краснова Н.А.

208

190

Пĕтĕмпе

 

4032

3421

"Елчĕк ен" хаçата 2015 çулхи пĕрремĕш çур çула çырăнтармалли тапхăр вĕçлениччен тепĕр 8 кун çеç юлчĕ. Шутласа пăхсан, вăхăчĕ пур-ха пек. Çапах та вăл малалла шăвать - сисмĕпĕр те çак çулталăк та вĕçленĕ. Çĕнĕ çула кĕриччен, раштав уйăхĕн 25-мĕшĕччен, Эсир, хисеплĕ вулаканăм, район хыпарçине -"Елчĕк ен" хаçата çырăнма ĕлкĕрнĕ-и?

Иртнĕ çырăнтару тапхăрĕсем кăтартса панă тăрăх, чылайăшĕ "Елчĕк ен" хаçата маларах çырăнса юлайманшăн ỹкĕнеççĕ - ăна çырăнса алла тепĕр уйăхран тин илме тытăнаççĕ. Çакăн пек ан пултăр тесен почтальонсемпе тĕл пулма е почта çыхăнăвĕн уйрăмĕсене çитме васкăр.

Сводкăран асăрхарăр пулĕ, "Елчĕк ен" хаçата Лаш Таяпара кăмăлларах параççĕ - кунта иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 4 экземпляр ытларах çырăннă. Аслă Елчĕк, Аслă Пăла Тимеш, Сăрьел почта çыхăнăвĕн уйрăмĕсенчен хаçата илсе тăрас текенсен те йышĕ пысăк.

Хумхантараканни вăл район центрĕ çывăхĕнче вырнаçнă ялсенче пурăнакансем районти "Елчĕк ен" хаçата çырăнма васкаманни. Хальхи вăхăтра Елчĕк почта çыхăнăвĕн уйрăмĕнче 255 экземпляр, Елчĕк-1 почта çыхăнăвĕн уйрăмĕнче 132 экземпляр сахалтарах. Тен, вĕсенчи вулакансем ăна юлашки куна хăвараççĕ? Ĕлкĕрĕпĕр теççĕ-ши?

Маларах асăннă уйрăмсенче ĕçлекенсенчен пĕр пайĕ вулакансене "Чăваш пичечĕ" АУО киоскĕ, "Елчĕк ен" хаçат редакцийĕ хăйĕн патне туртса илет тесе шутлать. Çакă тĕрĕсех мар, вĕсенче те подписчиксен йышĕ палăрмаллах ỹсмен.

"Елчĕк ен" хаçатăн 2015 çулхи пĕрремĕш çур çулхи хакĕ 349,2 тенкĕпе, "Чăваш пичечĕ" АУО киоскĕнче, "Елчĕк ен" хаçат редакцине илсе килме 165 тенкĕпе танлашать.

Сăн ỹкерчĕкре: Аслă Елчĕкри почта çыхăнăвĕн уйрăмĕн ертỹçи Л.Адюкова (сылтăмра), Т.Амасева, Н.Чернова, А.Обручкова почтальонкăсемпе канашлать.

АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика