10:11 10 декабря 2014 г.
Владимир ИВАНОВ, Чăваш Республикинчи предпринимательсен прависене хỹтĕлессипе ĕçлекен уполномоченнăй:
- Çĕр-шыв Президенчĕ бизнес пĕрлешĕвĕсен ушкăнĕсем палăртнисене шута илчĕ. Предпринимательсем налук тытăмне çитес вăхăтра улăштарма ыйтманнине йышăнчĕ. Çитес 4 çулта налуксене тỹлессине улшăнусем кĕртменни Çырура уççăн паллă пулчĕ. Апла пулин те предпринимателĕн кашни кунхи ĕçе шухăшласа пурнăçламалла. Мĕншĕн тесен Раççейри налук законодательстви час-часах улшăнать. Çак лару-тăрура предпринимательсене бизнес ĕç-хĕлне йĕркелесе пыма тата малашлăх тĕллевсене палăртма çăмăл мар.
Тĕрĕслевсен пĕрлехи федераци порталне туса хума палăртни те предпринимательсен ĕç-хĕлне уçăмлатма, санкци илмесĕр вĕсен ĕçне тĕрĕслеме чарса тăма май парĕ. Çавăн пекех В.Путин тĕрĕслев тата асăрхав органĕсен ĕçченĕсемпе 3 çул хирĕçĕве, сăмаха кĕмен предпринимательсене тĕрĕслевсенчен хăтарассине палăртрĕ.
Леонард ЛЕВЫЙ, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи:
- Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырура шалти тата тулаш политикăпа, экономикăпа, социаллă пурнăçпа çыхăннă çивĕч ыйтусене, вĕсене татса памалли çул-йĕре уçăмлăн палăртрĕ.
Экономика санкцийĕсем хистенĕ, импорта улăштарасси хамăрăн пысăк технологиллĕ продукци кăлармалли тапхăр çитнĕ май Президент хальхи вăхăтра ĕç рынокĕнче ятарлă пĕлỹ илнĕ ахаль рабочисем, çĕр ĕçченĕсем, инженерсем кирлĕ пулнине палăртрĕ.
Вĕренỹ пирки калани çинче те чарăнса тăрас килет. Иртнĕ ырă вăхăтсенчи йăлана аса илсе кăçал шкултан вĕренсе тухакансем сочинени çырчĕç. Çакă çитĕнекен ăрăвăн пĕлĕвне, культурине, çавăн пекех учительсен ĕç пахалăхне хак памалли чи лайăх мел.
Пултаруллă ачасене патшалăх енчен хавхалантарма тăрăшни те савăнтарать. Владимир Путин Президент гранчĕсене туса хума хушрĕ - кашни çул 5-шер пин грант. Апла пулсан, çамрăк ăрăвăн пултарулăхне аталантарма шкултан тытăнмалла. Çакă шкулсен коллективĕсен тĕп тĕллевĕ пулса тăмалла.
Алексей ПЕТРОВ, Елчĕкри полици пайĕн начальникĕн çумĕ:
- Раççей Президенчĕ Владимир Путин Раççей çĕр-шывĕ хăватлă патшалăх пулнине ĕнентерчĕ, ыранхи кун шанчăклăхне уçса пачĕ.
Раççейпе "вăй чĕлхипе" калаçма хăтланни усă кỹменнине аса илтерчĕ. Вырăнсенчи право хуралĕн органĕсенче ĕçлекенсем çине шаннине пĕлтерчĕ. Эпир çивĕчлĕхе сирсе ярассишĕн хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тума шантаратпăр.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»