Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çĕр-шыв тĕрекленет

10:46 06 декабря 2014 г.

Вулакансем Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырăва хаклаççĕ.

Николай МОСКОВСКИЙ, ĕçпе вăрçă ветеранĕ, Акчел ялĕ:

- Раççей Президенчĕн Çырăвĕ пирĕн çĕр-шывăн малашлăх тĕп çул-йĕрĕсене палăртакан пысăк тĕллевлĕ тĕп документ. Çавăнпа ăна тимлĕн итлерĕм. Унта Владимир Путин пирĕн çĕр-шыв чăннипех те суверенлă, вăйлă та мăнаçлă, никама пăхăнман, хăватлă патшалăх пулнине, кашни наци çынни туслă, пĕр çăвартан пурăннине çирĕплетрĕ. Раççей ентешсене йывăрлăхра пăрахмарĕ, Украина çыннисене хамăр патăмăрта çывăх тăвансем пек йышăнчĕ. Мана, вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухса 90 çултан иртнĕ ветерана, уйрăмах АПШ хăтланăвĕ питĕ килĕшмест. Хăй вăхăтĕнче Гитлер пирĕн çĕр-шыва пĕтересшĕнччĕ. Унпа мĕн пулса тухнине пурте лайăх пĕлетпĕр. Тинĕс леш енчисем эпир вăйлă та мăнаçлă пулнинчен шикленеççĕ, çавна май ура хурасшăн. Раççей вара маххă паракан çĕр-шыв мар, пирĕн çар чи вăйли, чи малта пыраканни. Хальхи пек каласан, кăмăллă, çапах хаяр. Хамăр ирĕклĕхе хỹтĕлеме пирĕн вăй та, çирĕп кăмăл та, хăюлăх та çитет. Çырура эпир никам умĕнче те чĕркуçленменнине лайăх палăртнă. Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнĕ май тĕнчери хăрушсăрлăх пирки манмалла маррине палăртни те кăмăла çĕклерĕ.

Валентина ВАСИЛЬЕВА, Елчĕкри вăтам шкулти социаллă педагог:

- Çĕр-шыв Пуçлăхĕ вĕренекенсем пирки уйрăммăн чарăнса тăни килĕшрĕ. Вăл талантлă ачасене çул уçса парассине палăртрĕ. Выпускниксем патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене тытнă май пирĕн, ял çыннисен ывăл-хĕрĕ çăмăллăнах Мускаври аслă шкул алăкĕсене уçма пуçлани савăнтарать мана. Аслă ывăл та çĕр-шывăн тĕп хулинче вĕренсе специальноç илсе унтах ĕçлет, кĕçĕнни те Мускаври сумлă университетра вĕренет. Ĕлĕк эпир ун пирки шухăшлама та пултарайман. Халĕ районти вун-вун ача тĕп хуламăрта вĕренсе пĕлỹ илет. В.Путин малашне пултаруллă студентсене тата хавхалантарса пырассине пĕлтерчĕ. Çулсерен 5 пин çамрăка, чи пултаруллисене ĕнтĕ, уйăхсерен 20 пин тенкĕ хушса тỹлеме сĕнет вăл. Анлă тавра курăмлисене малалла аталанма, хăйсен ĕçне патшалăх умĕнче кăтартма пысăк пулăшу ку.

Надежда ЛЬВОВА, 7 ача амăшĕ, Шăмалак ялĕ:

- Мана Президент Çырăвĕнче демографи лару-тăрăвне уççăн пĕлтерни кăмăла кайрĕ. 2000 çулта Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕн эксперчĕсем пирĕн çĕр-шыври халăх чакасси пирки калани чăна килмерĕ. 2013 çул тĕлне Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕн прогнозĕ тăрăх, Раççейре 136 миллион çын юлмалла пулнă. Кăçалхи кăрлач уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне Раççейре 144 миллиона яхăн çын пурăннине, прогнозран 8 миллион çын ытларах пулнине çирĕплетнĕ. Пĕтмест-ха Раççей. Çавăн пекех Крымпа Севастопольте пурăнакан нумай ачаллă амăшĕсене Амăшĕн капиталне пани савăнтарать мана.

АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика