09:02 06 декабря 2014 г.
Валери ТУРКАЙ, Раççей Президенчĕн В.Путинăн шаннă çынни, "Хыпар" Издательство çурчĕн директорĕ - тĕп редакторĕ:
"В.В.Путин Федераци Пухăвне янă Çырăва, Раççейри миллионшар çын пекех, эпĕ те кашни çул итлетĕп. Пирĕн Президентăн тата ертỹçĕн кăçалхи Çырăвĕ, эпĕ асăрханă тăрăх, ытти çулхисемпе танлаштарсан самаях уйрăлса тăрать. Мĕншĕн тесен юлашки тапхăрта тĕнчере те, Раççейре те нумай паллă событи пулса иртрĕ.
Президент пирĕн аслă патшалăхăмăра аталантарассинче чи лайăх политика тата экономика условийĕсене çирĕплетес тĕлĕшпе пĕтĕм политика партийĕсен пĕрлехи яваплăхне çирĕплетме чĕнсе калани уйрăмах килĕшрĕ.
В.В.Путин: "Раççей кирек епле чĕнĕве те йышăнма та, çĕнтерме те хатĕр. 20 çул каяллахипе танлаштарсан, паянхи Раççей пачах урăхла çĕр-шыв", - тенипе пĕтĕмпех килĕшетĕп".
Роза КОНДРАТЬЕВА, РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ:
"Сывă çемье тата сывă наци, экономикăри, социаллă сферăри тĕллевсем. Хамăра шанса панă ĕçе кашни çын яваплăха туйса пурнăçламалла, пуçаруллă пулмалла - çаксем Çырура палăртнă чи кирлĕ ыйтусем.
Çырура предпринимательлĕхе малтанхи тапхăрта пулăшмалли конкретлă мерăсем янăрарĕç. Бизнесран та хамăр çĕр-шывра туса кăларнă паха апат-çимĕç таварĕсем тата медикаментсем ытларах кĕтеççĕ.
Демографи лару-тăрăвне лайăхлатма çирĕплетнĕ программăсен тухăçлăхĕ те куç умĕнче. Ача çуралассин хисепĕ ỹссе пыни амăшĕсене хỹтĕленипе, хавхалантарнипе тỹрремĕн çыхăннă. Пирĕн республикăра çак вăхăтчен 56 пин ытла çемье амăшĕн капиталне илнĕ, амăшĕн капиталĕ шучĕпе 33 пине яхăн çемье, пурĕ 11 миллиард тенке яхăнлăх, çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă. Раççейри çынсен пурăнас кун-çулĕ те ỹссе пырать. Чăваш Республикинче пенсионерсен хисепĕ 2014 çулта 5 пине яхăн ỹснĕ.
Çырура "Доступная среда" патшалăх программине тата социаллă пулăшу паракан учрежденисене аталантарассине малалла тăсма кирлине палăртнă.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»