Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Аслă ăрушăн тăрăшаççĕ

13:01 29 ноября 2014 г.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн Указĕ тивĕçлĕ канăва тухнă çынсене хавхалантарать. Çакăн пирки хăйсен шухăшне пĕлтерекенсем те чылай.

Л.ГОРШКОВА, Раççей пенсионерĕсен пĕрлĕхĕн районти организацийĕн канашĕн председателĕ:

- Асăннă Указа йышăнни Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев аслă ăрушăн тăрăшнине палăртать. Тивĕçлĕ канăва тухнисем нумай çул Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвне пысăк тỹпе хывнă, çапах наградăсем çуккипе, ĕç стажĕ кăштах çитейменнипе "Ĕç ветеранĕ" ята илесрен айккине тăрса юлнă. Ĕç стажне 2,5 çул чакарни вĕсене çак хисепе тивĕçме май паратех.

В.ХРИСАНОВ, пенсионер:

- Эпĕ нумай çул хушши тăван хуçалăхра ĕçлерĕм. Тивĕçлĕ канăва тухнăранпа 6 çул çитрĕ. Шел, ĕç стажĕ 6 уйăх çитеймен пирки "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçеймерĕм. Асăннă Указ мана çак хисеплĕ ята илме май парать. Эпĕ çитес çул документсене хатĕрлесе "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята илме пултарăп. Тавах Чăваш Ен Пуçлăхне, Правительствăна пирĕншĕн, ватăсемшĕн, тăрăшнăшăн.

АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика