11:33 29 ноября 2014 г.
2015 çулхи пĕрремĕш çур çула хаçат-журнал çырăнтарас тапхăр вĕçленсе пырать - пĕр уйăхран та катăлчĕ. Кăçалхи раштав уйăхĕн 25-мĕшĕччен районти "Елчĕк ен" хаçата çырăнаймасан, тепĕр уйăх хыпарсăр тăрса юлмалла пулĕ.
"Елчĕк ене" 3 мелпе çырăнса илме май пур. Район центрĕнчен инçетрех вырнаçнă ялсенче пурăнакансем ăна почтальонкăсем урлă илсе тăма кăмăллаççĕ. Елчĕкре пурăнакансемшĕн вара суйлав пысăкрах - вĕсем хаçата почтальонсенчен анчах мар, автостанци çывăхĕнче вырнаçнă "Чăваш пичечĕ" АУО киоскĕнче те, Пĕрремĕш май урамĕнчи "Елчĕк ен" хаçат редакцинче те çырăнма пултараççĕ. Кăçал çĕнĕлĕх те пур, редакцине килсе "Елчĕк ене" çырăннисен ăна патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене паракан нумай функциллĕ центртан та илме пулать.
Тĕрлĕ темăсем кун çути кураççĕ хаçат страницисенче: право йĕркисене пăхăнассипе, ял хуçалăх производствипе, ырă та кăмăллă, ят-сум çĕнсе илнĕ çынсен пурнăçĕпе тата ытти енĕпе те çыхăннисем... Кашниех хăйне килĕшекеннине тупать хаçат страницисенче. Çапах та çакă шухăша ярать - хăш-пĕр ертỹçĕсем, специалистсем, çав шутра вулакансем те хăйсен ячĕпе пичетленнĕ материалсем вырнаçнă номерсене шыраса редакцие килеççĕ. Паллах, эпир вĕсене хирĕçлес çук. Анчах та хамăра хисеплесе район хаçачĕн кашни номерне çулталăк тăршшĕпе алла илсе тăма вĕсене мĕн чăрмантарать? Район хаçачĕн ку е вăл номерне тупса пама ыйтса редакцине килсе çỹрени, пирĕн шутпа, сумлă та мар, хисеплĕ те мар.
Чỹк уйăхĕн 26-мĕшĕ тĕлне район хыпарçине 2015 çулхи пĕрремĕш çур çул валли 2365 экземпляр çырăннă.
Хисеплĕ вулаканăм! Район пурнăçне пĕлтерсе тăракан "Елчĕк ен" хаçатсăр тăрса ан юлăр. Кĕтетпĕр!
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»