11:28 29 ноября 2014 г.
Чỹк уйăхĕн 26-мĕшĕнче 23 сехет те 30 минутра "Антология антитеррора" фильмăн "Ген террора" ярăмне курма тỹр килчĕ.
Тĕрлĕ шухăш çуратрĕ çак документлă фильм. Радикаллă ислам тĕнне ĕненекенсем - ислам тĕнне хăйсене евĕрлĕ ăнланса чăн ислам йĕркине пăсакансем. Вĕсемех тĕрлĕ наци çыннине хăйсен енне çавăрса террорла актсене хатĕрлеççĕ. Террористсен тĕп тĕллевĕ - "тĕрĕс маррисене" ("неверные") хирĕç кĕрешесси, вĕсен юнне тăкса хăйсен политикăри тĕллевĕсене пурнăçа кĕртесси. Çынсемпе хăйсен ирсĕр тĕллевне пурнăçа кĕртме усă кураççĕ çакскерсем.
Асăннă çынсем теприн шанăçне кĕрсе этем психикипе ăс-тăнне самаях хавшатаççĕ. Вĕсен тыткăнне лекнĕ хыççăн çынсене чăн пурнăçа тавăрма çăмăл маррине, е вуç те çавăрма çуккине палăртаççĕ психологсем. Çак çул çине тăнисен чунĕсем çынна курайманлăхпа тулаççĕ.
Фильмра çирĕп йĕркеленнĕ экстремистсен ушкăнĕсем тĕрлĕ наци хĕрĕсемпе каччисене шахид пиçиххине çыхма хистенĕ темиçе тĕслĕхе яр уççăн кăтартса пачĕç.
Çак фильм шухăша ярать, халăха инкекрен асăрханма пулăшать.
Л.ПЕТРОВА.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»