16:25 28 ноября 2014 г.
Сире чун-чĕререн чи хаклă çыннăмăрсен уявĕпе - Анне кунĕ ячĕпе саламлатпăр.
Аннен ырă кăмăлĕнчен, тимлĕхĕнчен, ăса вĕрентсе каланă сăмахĕнчен хакли, пĕлтерĕшли пурнăçра нимĕн те çук. Çемьене тата ачасене паракан чĕрери ăшăлăхшăн, чунри тараватлăхшăн сире чун-чĕререн тав тăватпăр. Эсир кил-çурта хăтлăх тата тирпейлĕх кĕртетĕр, ывăл-хĕрĕре çепĕç сăмахпа, чун-чĕре ăшшипе çунатлантаратăр. Кашни амăшĕ хăй ачине ырă та тỹрĕ кăмăллă пулма, пурнăçăн чăн пуянлăхне хаклама, Тăван çĕр-шыва юратма вĕрентет.
Сире чун-чĕререн иксĕлми телей, нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх, тăнăçлăхпа ăнăçу сунатпăр. Яланах сирĕнпе юнашар юрату, çывăх çыннăрсем пулччăр.
Р.МОЛОДОВА,
район пуçлăхĕ.
Н.МИЛЛИН,
район администрацийĕн пуçлăхĕ.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»