14:49 01 ноября 2014 г.
Сире Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатпăр!
Çак уяв çĕр-шыври паттăрла пулăмсемпе çыхăннă. Ăна Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский ертсе пынă халăх ополченийĕ Мускава поляксенчен хăтарнă куна асра тытса уявлаççĕ. Пурте пĕр чăмăра пĕрлешни, пĕр ушкăнра пулни - пирĕн тĕп вăй. Çакă пире пур йывăрлăхран та тухма, кирек хăш тăшмана та çĕнтерме, ăнăçу тума пулăшать. Пур халăхпа килĕштерсе пĕрлĕхре пурăнни пире вăйлăрах пулма, çирĕпрех утăмсемпе утăмлама, палăртнă пысăк тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пыма май парать.
Уяв ячĕпе саламласа пурне те çирĕп сывлăх, телей, тăнăç пурнăç сунатпăр. Çĕр-шыв, республика, район аталанăвĕпе малашлăхĕшĕн пурнăçлакан ĕçсенче ăнăçупа çитĕнỹ пултăр. Çемйĕрсенче килĕшỹпе ырăлăх хуçалантăр.
Р.МОЛОДОВА,
Елчĕк район пуçлăхĕ.
Н.МИЛЛИН,
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ.
АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»